Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Уйăхпа хĕвел çинчен:
Кунта эсир уйăхпа хĕвел çинчен калакан халапсене вулама пултаратăр. Халарсем питĕ йышлă.
Хĕвеле этем Турă вырăннех хакланă. Çĕр çинчи пĕтĕм пурнăç Хĕвелрен килнине ăнланнă, малтанхи мифсенче ăна этем хăй пекех, Çĕр çынчех пулнă пек кăтартнă. Хĕвеле ялти сумлă ватăсем ирпе ирех, çамрăксем çывăрнă вăхăтра, Пĕлĕт çине тĕртсе хăпартаççĕ имĕш. Хĕвелĕн тата ашшĕ-амăшĕ те пур (Хĕвелĕн амăшĕ ывăлне мунча хутса кĕтсе тăратъ, Хĕвеле тырă выракансем чарса тăнăшăн вĕсене Хĕвел амăшĕ чуллантарса лартать). Хĕвел хăлхаллă, ураллă, çунатлă. Хĕвелпе Уйăх малтан пĕрлех çӳренĕ пулать. Уйăхĕ çухалса юлнă та кайран Хĕвеле курăнма вăтаннă, çавăнпа пĕри кăнтăрла, тепри çĕрле çутатаççĕ. Уйăх, Пĕлĕт пекех, аялта, çын çитмелли çĕртех пулнă, ăна çӳлелле е Улăп çĕклентерсе янă, е хĕрарăм тасамарлăхне тӳсеймесĕр Пĕлĕт çине вĕçсе хăпарса кайнă. Хĕвел е Уйăх тĕттĕмленнине чăвашсем Вупăр çинипе ăнлантараççĕ. Уйăх тĕттĕмленме пуçланине курсан çӳлелле вĕри кĕл сапаççĕ, пилеш хуллипе Пĕлĕтелле чышса Вупăра хăратаççĕ. Уйăх çинче палăракан мĕлкесене хул-пуççи çинче кĕвентепе витресем йăтса тăракан хĕр кĕлетки пек сăнлаççĕ. Ытти чылай халăхсен мифĕсенче те Уйăх çинчи хĕр сăнарĕ пур. Бразили мифĕнче Уйăхĕ хăй Пĕлĕт çине хăпарса çĕрле çĕре çутатса тăни çинчен каланă. Уйăх хĕре хăй çине хăпартни çинчен каланин тĕрлĕ сюжечĕсем этем тĕнче-курăмĕ улшăннăран пулса пынă. Халапсем Уйăх çинчи хĕр Хĕвелпе уйăх Хĕвел мĕншĕн тухман Хĕвел Çынсенчен çырса илнисем Хĕвел: Хĕвел çын евĕрлĕ пунлă Хĕвер хĕле çĕнтерет Виçĕ хĕвел Хĕвел мулкачпа кашкăр çине утлансу чупать Хĕр чĕринчен хĕвел пулнă Хĕвел икĕ хут çиет Хĕвеле Лăпăр çини Хĕвеле ялти хисеплĕ çынсем хăпартаççĕ Çтаппан хĕвеле хăпартма пулăшать Хĕвел ансан ана вырмаççĕ Хĕвелпе виçĕ арăм Мăнкун Хĕвелĕ Нурăс уйăхĕпе картлă кĕвенте Хĕвелпе уйăх: Уйăх çути вăйĕ пĕтни Вупăр уйăхпа хĕвеле уйăрать Хĕвелпе Уйăх - аппăшĕпе йăмăкĕ Хĕвелпе Ойăх тата тохатмăш Уйăх: Уйăха Шуйттан чурисем хупса хуни Уйăхпа хĕрарăм таса марлăхĕ Уйăха Улăп çӳле хăпартса яни Улăп Уйăх çине çилленни Уйăха илсе килни Уйăхпа карчăк икерчи Вупăр Уйăха çини çинчен Уйăха Вупăр çиет Вупăр тăванĕсемпе Уйăха çиет Ыттисем: Хĕвел, çăлтăр, çавраçил çинчен Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-23 00:16:42 вăхăтра улăштарнă. 17444 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|