Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Çтаппан хĕвеле хăпартма пулăшать:
Пирĕн ялта Çтаппан ятлă çын пурччĕ, тет, ялти çынсем ăна хисеплесе катаранах çĕлĕкĕсене хывса пуç тайнă, тет. Хисеплеме сăлтавĕ те пулнă. Кашни ирех çак Çтаппан пысăк лум йăтса хĕвел тухăçнелле чупнă. Ачасем унтан: «Ăçта каян, Çтаппан пичче?» — тесе ыйтсан вăл нимĕн те каламастчĕ, тет, е: «Кайран пĕлĕн-ха!» — тесе кăна хăваратчĕ, тет. Кайран вара ялти çынсене пухса хăй ăçта пулни çинчен каласа паратчĕ, тет.
Ăна Турă Хĕвеле кăвак тӳпене хăпартма янă имĕш. Пур ялтан та хисеплĕ çынсене Турă Хĕвеле хăпартма пулăшма янă, тет. Хĕвелне хăпартма çав тери йывăр пулнă, тет, темĕн чухлĕ вăйпитти арçынсем аран-аран çĕклесе хăпартса яма пултарнă, тет. Ун чух темĕн чухлĕ тимĕр лум хуçăла-хуçăла пĕтнĕ, тет. Уйрăмах Хĕвеле çĕр çумĕнчен уйăрса илме йывăр пулнă, тет. Хĕвелĕ хăпартнă чух çав тери хурлăхлă пулнă, тет. Уй-хирсем, вăрмансем, ялсем çине пăхма вăтаннă, тет. Уйрăмах вăл пĕчĕк ачасемпе çамрăксем хăйне питĕ тертленсе хăпартнине курасран хăранă, тет. Хăйне хăпартнине çамрăксенчен кам та пулин курсан вăл кунĕпе пĕлĕтре хурланса çӳренĕ, тет, тавралăха илемлĕ куçĕсемпе пăхаймасăр. Питĕ тĕксĕм, сивĕ пулнă вара çав кунсенче, ӳсентăрансем те, выльăх-чĕрлĕхсем те, çынсем те кунăпех сарă Хĕвел ăшшисĕр аптăранă. Çакна пĕле тăра çынсем хăйсен ачисемпе çамрăксене Хĕвел пĕлĕтре хаваслă ярăнма пуçламасăр урама тухма кăна мар, кантăкран пăхма та хушман. Çамрăксем хăйне хăпартнă чух курмасан Хĕвел çав кун тӳпере питĕ хаваслă çӳренĕ, вăрмансем, уй-хирсем, ялсем, хуласем çине ним вăтанмасăр илемлĕн пăхнă, пурне те хăйĕн ăшă пайăркисемпе ачашлама тăрăшнă. Çав кунсенче пурте калама çук савăнса çӳренĕ, тет. Ун пек чух Хĕвелĕн çĕр çине каялла анасах та килмен, тет, анчах хырăмĕ выçнипе е ывăннипе çеç аннă, тет. Савăнăçлă чух пĕлĕтре чылайрах пуласшăн пулнă, куляннă чух вара вăл хăй хăвăртрах анма тăрăшнă. Анчах Хĕвел хăй тĕллĕн анма пултарайман. Анма пулăшмасан вăл çĕр çине ӳксе пĕчĕк-пĕчĕк пайсем çине пайланса кайма пултарнă. Хĕвеле хăпартма каякан çынсем ăна антарма та кайнă. Анчах анасса çав тери хытă аннă вăл, ниепле те тытса чарма май пулман. Чи малтан çынсем Хĕвеле пĕр çĕре тăрса пуçĕсем çине антарнă, унтан аллисемпе тытса çĕр çине антарса хунă. Çĕрле Хĕвел çăвăнса тасалнă. Тепĕр кунне ирхине каллех хăпартмалла пулнă. Хăпартнă чух çынсен ăна аллисемпе тытма юраман, мĕншĕн тесен апла Хĕвеле хуратма, варалама пултарнă. Лумсене те таса пирпе чĕркенĕ. Таса пирпе чĕркесен вара Хĕвел вараланман. 1971 ç. Чăваш Енри Красноармейски районĕнчи Пшонкăра В.Д. Дмитриевăран Е.М. Маркова çырса илнĕ. - ЧПГĂИ ĂА, III, 1802, 2 с. Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-22 10:49:51 вăхăтра улăштарнă. 8215 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|