Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем  Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Виçĕ хĕвел:
 

    Тахçан тĕнчере хĕвел пĕрре мар, виççĕ пулнă тата вĕсем çĕр çывăхĕнчех çӳренĕ. Çавăнпа пур çĕрте те питĕ шăрăх тăнă. Çынсем хĕл, юр, сивĕ мĕнне пĕлмен. Хăйсем çĕр çинче çӳренĕ, ăшă тăхăнасси шухăшра та пулман: çăматă йăваламан, чăлха çыхман, алсишсемпе калпаксем туман. Иĕри-тавра тĕлĕнмелле йывăçсем ӳснĕ, вĕсем çынна пурăнма, савăнма сывлăхлă пулма мĕн кирлине йăлтах парса тăнă. Анчах та хăш-пĕрисем ăшă çĕрте пурăнма лайăххине хаклама пĕлмен. Вĕсем тек-текех: «Шăрăх, сывлама çук, — тесе калаçнă. — Капла пурăнас килмест! Пĕр хĕвел анчах пултăр, тепĕр хĕвелне вĕлерес пулать!» — тесе кăшкăрнă.
    Шурă сухаллă ăслă ватăсем асăрхаттарнă: пĕр хĕвелне те вĕлерме юрамасть, вĕсене вĕлерсен пысăк инкек пулать тенĕ. Анчах лешсем итлемен. Чаплă сунарçа чĕнсе илнĕ те пĕр хĕвелне ухăран персе вĕлерме хушнă. «Ваттисем хĕвеле вĕлерме хушмаççĕ!» — тенĕ сунарçă. «Эпир хушнине итлеместĕн пулсан сана хăвна халех вĕлеретпĕр!» — кăшкăрса тăкнă хĕвеле вĕлерес шутлă çынсем.
    Вилĕмрен хăранипе сунарçă уххине карăнтарнă, вăрах-вăрах тĕллесе тăнă та персе янă. Ухă йĕппи хĕвел çине шăхăрса вĕçсе кайнă, тӳпе çутине чĕреренех лектернĕ. Хĕвел сӳннĕ, анчах шăрăх чакман. «Тепĕрне те персе вĕлер!» — хушнă çынсем. Лешĕ вара тепĕр хĕвелне те персе лектернĕ. Юлнă хĕвелĕ çынсенчен хăранă та инçе-инçе, ухă йĕппи çитейми çĕре тарса кайнă.
    Çанталăк сивĕтнине сиснĕ çынсем хăраса ӳкнĕ. Шутсăр сивĕ çитнĕ. Йывăçсемпе курăксем шăнса ларнă, ачасем шăнса вилме пуçланă. Апат-çимĕç çитми пулнă. Хирсемпе улăхсене юр хӳсе кайнă. Шывсем пăрпа витĕннĕ. Хĕл ларнă. Хăраса ӳкнĕ çынсем шурă сухаллă ватăсем патне чупса кайса канаш ыйтма пуçланă. Лешсем çапла каланă: «Эсир пире итлемерĕр, тӳрлетейми йăнăш туса хутăр. Вилнĕ çăлтăрсене чĕртме çук. Чĕрĕ юлнă хĕвел тарса кайрĕ. Вăл çынсене текех ĕненмест. Вăл пире ĕнентĕр тесен мĕн те пулин тăвас пулать. Вара тин таврăнма пултарĕ».
    — Эпир тем тума та хатĕр, хĕвел таврăнтăр кăна, — тенĕ çынсем.
    — Юрать, — тенĕ ăсчахсем. — Пурин те виçшер хĕвел ӳкерме пуçлас пулать. Пур çĕрте те хĕвел ӳкерĕр: çĕр çине, çуртсем çине, хӳмесем çине, тумсем çине. Пирĕн хĕрарăмсем пир-авăр çине виçшер хĕвел ӳкерччĕр. Вара сывă юлнă хĕвел çынсем тăна кĕнине, айăпĕсене каçарма ыйтнине ăнланса илĕ те пирĕн пата çывăхарах таврăнĕ...
    
    А.А.Трофимов академик тупса панă. В.П.Станьял чăвашла куçарнă. С.Г.Соколован «Чувашское декоративно-прикладное искусство в системе подготовки учителя начальных классов и эстетическому воспитанию младшего школьника» ятлă вĕрентӳ кĕнекинчен. III, 2002, 30—31 с.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-22 02:16:33 вăхăтра улăштарнă. 4167 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005