Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Вупăр уйăхпа хĕвеле уйăрать:
 

    Ĕлĕк-авал Хĕвелпе Уйăх пĕрле пурăннă, тет. Вĕсем пĕри ăçта, тепри те çавăнта çӳренĕ. Тĕнчене вĕсем çутăпа ăшă парса тăнă. Анчах пĕр çăткăн Вупăр пулнă. Вăл çутăпа ăшша курайман, ăшша пула чĕр чунсем савăннине кĕвĕçнĕ, Хĕвелпе Уйăха тарăхтарнă. «Хăть çав Хĕвелпе Уйăха пĕр-пĕринчен уйăрасчĕ», — тесе шутланă вăл.
    Вара хăй пеккисене пухса пĕр ирхине Уйăха хупăрласа илет те Хĕвел анмасăр та ирĕке ямасть. Вăл Уйăха веçех асаплантарса, тарăхтарса пĕтернĕ пулнă. Уйăх вара хăй те Хĕвеле курăнма вăтаннă, Хĕвел тухсан анса ларнă, Хĕвел ансан тӳпене тухнă. Çавăнтан вара Хĕвелпе Уйăх яланах уйрăм çӳреççĕ, тет.
    
    1971 ç. Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳртре О.Ф.Кошкинăран В.А. Карягина çырса илнĕ.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-23 00:04:35 вăхăтра улăштарнă. 7990 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005