Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Хĕр чĕринчен хĕвел пулнă:
 

    Пурăнна тет ĕлĕк-авал пĕр ялта питĕ хитре хĕр. Хăй хитрипе çиçнĕ анчах, ялкăшса çӳренĕ. Çынсем ăна хитрешĕн юратнă, анчах çак хĕр ĕçлеме юратман, калаçма та тӳрккес калаçнă, çавăншăн ăна çынсем юратман. Чĕри те унăн сивĕ пулнă. Вара çынсем ăна çапла каланă: «Хитри хитре эс, анчах чĕрӳ сивĕ сан». Вара ăна çынсем унăн чĕрине кăларса илсе кăвайт чиксе лартаççĕ. Вара çапла калаççĕ: «Хăвăн хитрӳпе çынсене яланах çутатса ăшăтса тăр!» — теççĕ. Вара çак хĕре Турă ĕмĕрлĕхех хăйĕн чури туса хурать. Ăна Хĕвел ят парать.
    
    1992 ç. Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Вăрăмтура 73-ри А.П. Петровăран С.Моисеева çырса илнĕ. — ЧЛК, 1992, 528-мĕш тетр.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-22 10:24:34 вăхăтра улăштарнă. 8106 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005