Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Уйăхпа хĕвел çинчен
Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.
Кунта эсир уйăхпа хĕвел çинчен калакан халапсене вулама пултаратăр. Халарсем питĕ йышлă.
Хĕвеле этем Турă вырăннех хакланă. Çĕр çинчи пĕтĕм пурнăç Хĕвелрен килнине ăнланнă, малтанхи мифсенче ăна этем хăй пекех, Çĕр çынчех пулнă пек кăтартнă. Хĕвеле ялти сумлă ватăсем ирпе ирех, çамрăксем çывăрнă вăхăтра, Пĕлĕт çине тĕртсе хăпартаççĕ имĕш. Хĕвелĕн тата ашшĕ-амăшĕ те пур (Хĕвелĕн амăшĕ ывăлне мунча хутса кĕтсе тăратъ, Хĕвеле тырă выракансем чарса тăнăшăн вĕсене Хĕвел амăшĕ чуллантарса лартать). Хĕвел хăлхаллă, ураллă, çунатлă. Хĕвелпе Уйăх малтан пĕрлех çӳренĕ пулать. Уйăхĕ çухалса юлнă та кайран Хĕвеле курăнма вăтаннă, çавăнпа пĕри кăнтăрла, тепри çĕрле çутатаççĕ.
Уйăх, Пĕлĕт пекех, аялта, çын çитмелли çĕртех пулнă, ăна çӳлелле е Улăп çĕклентерсе янă, е хĕрарăм тасамарлăхне тӳсеймесĕр Пĕлĕт çине вĕçсе хăпарса кайнă. Хĕвел е Уйăх тĕттĕмленнине чăвашсем Вупăр çинипе ăнлантараççĕ. Уйăх тĕттĕмленме пуçланине курсан çӳлелле вĕри кĕл сапаççĕ, пилеш хуллипе Пĕлĕтелле чышса Вупăра хăратаççĕ. Уйăх çинче палăракан мĕлкесене хул-пуççи çинче кĕвентепе витресем йăтса тăракан хĕр кĕлетки пек сăнлаççĕ. Ытти чылай халăхсен мифĕсенче те Уйăх çинчи хĕр сăнарĕ пур. Бразили мифĕнче Уйăхĕ хăй Пĕлĕт çине хăпарса çĕрле çĕре çутатса тăни çинчен каланă. Уйăх хĕре хăй çине хăпартни çинчен каланин тĕрлĕ сюжечĕсем этем тĕнче-курăмĕ улшăннăран пулса пынă.
Халапсем
Уйăх çинчи хĕр
Хĕвелпе уйăх
Хĕвел мĕншĕн тухман
Хĕвел
Çынсенчен çырса илнисем
Хĕвел:
Хĕвел çын евĕрлĕ пунлă
Хĕвер хĕле çĕнтерет
Виçĕ хĕвел
Хĕвел мулкачпа кашкăр çине утлансу чупать
Хĕр чĕринчен хĕвел пулнă
Хĕвел икĕ хут çиет
Хĕвеле Лăпăр çини
Хĕвеле ялти хисеплĕ çынсем хăпартаççĕ
Çтаппан хĕвеле хăпартма пулăшать
Хĕвел ансан ана вырмаççĕ
Хĕвелпе виçĕ арăм
Мăнкун Хĕвелĕ
Нурăс уйăхĕпе картлă кĕвенте
Хĕвелпе уйăх:
Уйăх çути вăйĕ пĕтни
Вупăр уйăхпа хĕвеле уйăрать
Хĕвелпе Уйăх - аппăшĕпе йăмăкĕ
Хĕвелпе Ойăх тата тохатмăш
Уйăх:
Уйăха Шуйттан чурисем хупса хуни
Уйăхпа хĕрарăм таса марлăхĕ
Уйăха Улăп çӳле хăпартса яни
Улăп Уйăх çине çилленни
Уйăха илсе килни
Уйăхпа карчăк икерчи
Вупăр Уйăха çини çинчен
Уйăха Вупăр çиет
Вупăр тăванĕсемпе Уйăха çиет
Ыттисем:
Хĕвел, çăлтăр, çавраçил çинчен
Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки