Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ялампи (юмах):
 

    Пěр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Арăмĕ çамрăкрах пулнă. Çапла пурăннă вăхăтра çак арăм Тимук ятлă çынпа туслашнă. Ăна старикки сисмен.
    Утă çулмалли вăхăт çитсен, арăмĕ юри халсăр пуланçи пулса выртать. «Ах», — тесе вырăн çинчен те тăмасть.
    — Старик, — тет, — эсĕ утă çулма каятăн, мана пăхакан çын çук пулать. Кил-çурт пуçтаракан пĕр-пĕр çынна тупса кил-ха.
    Старик арăмĕн сăмахне итлет те шырама тухса каять. Çулпа пырсан-пырсан, пĕр ачана тĕл пулать.
    — Ăçта каян, мучн? — тет ача.
    — Мана утă çинче пĕр çын кирлĕ пулать. Арăм халсăр выртать, — терĕ старик.
    — Эппин, мана ил, — терĕ ача.
    — Сан яту мĕнле?
    — Манăн ят Ялампи.—терĕ.
    — Уй, ун пек ятлă çын мана кирлĕ мар, — терĕ старик.
    — Пирĕн ялта пурте çав ятлă. Урăх ятлине тупаймастăн, — терĕ ача.
    Старик малаллах утрĕ. Ача аякран чупса, старик пынă çул çине тухса ларчĕ.
    — Ăçта каян, мучи? — терĕ, çитсен.
    — Мана утă çинче вăхăтлăх ĕçлеме çын кирлĕ, çавна шыратăп,—терĕ.
    — Эпě ěçлеме пултаратăп.
    — Яту мĕнле?
    — Ялампи.
    — Чăнах та, урăх ятлă çын тупаймастăп пулĕ. Атя, эппин, манпа пěрле,— терĕ старик.
    Ачапа старик килелле утрĕç.
    Килте, хатĕрленкелсе, старикпе ача утă çине тухса кайрĕç. Арăмĕ выртса юлчĕ. Анчах ачи стариккин арăмĕ пăлахая персе выртнине пĕлчĕ. Çул çинче ача урапа çиичен старик сисиччен кĕреплине пăрахса хаварчĕ. Вырăна çитсен, старик кĕрепле çукине курать:
    — Нивушлĕ кĕрепле хураймарăмăр? — тет.
    — Манса юлчĕ киле, — тет ачи.
    — Кайса илес пулĕ, — тет старик.
    — Мĕн утса çӳрен, эсĕ ватă вĕт, хам наччас кайса килетĕп, — терĕ те ача, чупрĕ.
    Ача киле çитрĕ. Киле çитсен, арăма сыхлама пусма айне кĕрсе ларчĕ. Чăнах та, куршĕ Тимук çитрĕ. Арăмпа пӳрт умĕнче улаххăн калаçса лараççĕ.
    — Эсĕр ăçта утă пуçтаратăр-ха? — тет арăмĕ.
    — Эпир сан старикрен инçе мар ĕçлетпĕр, — тет Тимук.
    — Эпĕ, эппин, сан пата шăрттан пĕçерсе пыратăп. Анчах мĕнле пыма пĕлмелле-ха?
    — Эпĕ турпас пăрахса каятăп. Çав турпас йĕрĕпе пыр. Пирĕн патах çитетĕн.
    — Юрĕ, эппин.
    Ача Тимукĕ тухса кайсан канран тин кайрĕ. Турпас тăкса пынă çул тепĕр еннелле пăрăнать. Ача унталла каякан турпасне пуçтарса илчĕ те хăйсем утă пуçтарнă çĕре пăрахса тухрĕ.
    Арăм шăрттансем-мĕнсем пĕçерсе хатĕрлерĕ те, Тимук патне йĕрлесе, турпас йĕрĕпе кайрĕ. Кайсан-кайсан, ăçта каяс тенĕ çĕре мар, старикки патне çитсе тухрĕ. Хăй питĕ капăр тумланнă.
    — Уçăлтăн-и-ха? — терĕ старик.
    — Кăшт уçăлтăм пек-ха,— терĕ арăмĕ, йынăшнă пек.
    Çиме лариччен ача Тимук капан хунă çĕре кайрĕ те каларĕ:
    — Тимук, эсĕ ĕнер инке патне пытăн. Сана хĕнеме мучи сенĕкпе килет — терĕ. Çапла каларĕ те мучăш патне чупса таврăнчĕ. Мучăшне калать:
    — Мучи, сана Тимук капан тăрламашкăн пулăшма чĕнчĕ, — терĕ.
    — Каяс, — терĕ те старик, сенěкне йăтса утрĕ.
    Старик кайсан, ача арама калать:
    — Сана эпĕ калама маннă. Тимукпа эсĕр калаçнине пĕлнĕ те мучи, халĕ çавăншăн ăна хĕнеме кайрĕ. Килсен, сана лекет! — терĕ.
    Арăм çакна илтет те — килелле. Старик сенěкне йăтса таврăнать:
    — Тимук таçта кайнă, — тет ачана.— Тата карчăк ăçта кайрĕ-ха? — тет.
    — Вăл киле чупрĕ. Ара, вĕри кăмакири кĕле милĕк йăпетмесĕрех шăлнă та, милĕк тивсе кайса çунма тытăннă. Ав пырать чупса килелле! — тет ача.
    Старик сенĕкне пăрахать те часрах киле чупать. Старик хăй хыççăн чупнине курсан, арăмĕ хăранипе тата хытăрах чупать.
    Арамĕ çитсенех, старикки хашкаса çитрĕ. Старик ним çуннине курмасть. Старикки сăмах хушиччен арăмĕ хăранипе чĕркуçленсе тархаслама тытăнчĕ:
    — Тархасшăн, ан тив. Тимукпа урăх нихçан та çыхăнмастăп. Киле те кĕртместĕп, — терĕ.
    — А-а-а, — терĕ, — эсĕ унпа, çынпа, пурăнатăн?! — тытăнчĕ ку паркаласа илме.
    Ача вара старик утă çулнă çĕртен хăйĕн çулĕпе уттара пачĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-17 16:56:38 вăхăтра улăштарнă. 12760 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005