Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Юрату пуçламăшě:
Пит хĕрӳллĕ иртрĕ чĕрĕк,
Эп вĕрентĕм тăрăшса. Ман юлташчĕ кӳршĕ хĕрĕ, Вăй вылянă юр ашса. Урока та хатĕрленнĕ Юнашар ларса куллен. Пĕр-пĕриншĕн хăпĕртенĕ Лайăх вĕреннипелен. Халь эпир ӳссе çитетпĕр, Вăтанма пуçларăмăр. Маншăн вăл сар кайăк евĕр, Пĕр-пĕрне куçларăмăр. Хĕр çинчен шутлатăп вĕçсĕр, Çывăрма выртсассăн та, Тĕлĕкре курасчĕ кĕçĕр Пурçăн тумлă вăрманта. Юрату çапла пулать-ши? — Тĕлĕнетĕп эп хамран. Хĕр ман шухăша туять-ши, Кулмĕ-ши сиссен манран! Пурпĕрех хăйса калаймăп Чун-чĕре хĕмленнине, Урăх никама саваймăп: Пăркăçлаймăп чĕрене. Маншăн спорт вăййи сăваплă, Палăрасчĕ-ха шкулта. Кĕрешме кирлех хăватлăх, Ытларах ĕçлес тулта. Çирĕп йĕкĕте тиркеймĕç Салтака кайма лексен, Шкулĕпех мана хисеплĕç, Чунĕ туртăнĕ пикен. Эп сăра та тутанмастăп, Кирлĕ мар пирус-сигар. Нихăçан çынна хăртмастăп, Ма пулас карма çăвар? Ват çынна хисеп тăвасчĕ, Пулăшасчĕ кирлĕ чух. Концертра хитре юрласчĕ, Ăшшăн пăхтăр савăк чун. Ĕç тесен — вут пек çунатăп, Вулама та ӳркенмен. Аслă шкул çинчен шутлатăп: Вĕренни — ахах, мерчен. Кӳршĕ хĕрĕ — çут хĕвелçĕм, Юратмашкăн тивĕçех, Пуртăр-ха чунра телейçĕм, — — Шанчăк, кайăк пек вĕçех! Петр Гаврилов-Меречен "Сувар" №1 (472) 05.01.2003 хаçачěнчен илнě Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-05 00:09:15 вăхăтра улăштарнă. 9504 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке. | |
|