Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Юратăр тěнчене:
Куç умĕнче те çын чун-чĕринче
Нихçан никам ăнланайми тĕнче, Самант пире телей илсе килет те, Самант çав телеех туртса илет. Кулатпăр-и куççулĕ тухиччен, Йĕретпĕр-и куççулĕ юлмиччен, Турри пире темле шăпа пӳрсен те, Вăл панă ĕмĕт пит кĕске иккен! Тавах кун-çулăма, тавах, тавах, Тем-тем курса ăнлантăм эп хамах — Тĕнче хитре. Çак тĕнчене юратăр, Ыр çынсене юратăр уйрăмах. Тĕнче хитре хĕвел кулса тăрсан, Тĕнче хитре чун канăçлă пулсан. Чăвашăмсем, пĕрне-пĕри каçарăр, Пĕрне-пĕри ыр сунăр кăмăлтан. Ёак ĕмĕр тăрăх утăр юрăпа, Тус-тантăшпа та савнă мăшăрпа, Пĕрне-пĕри вăй парăр, вут хыптарăр Юратупа та ăшă сăмахпа. Тавах, тăванăмсем, тавах сире, Эсир — кашни пĕри — ман чĕрере. Шăп сирĕнпе пулма Турри çырнишĕн Телейлĕ тетĕп хамăн ĕмĕре. Валерий Яковлева "Сувар" №1 (472) 05.01.2003 хаçачěнчен илнě Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-04 23:59:47 вăхăтра улăштарнă. 9810 хут пăхнă.Тип: Йăла-йĕрке. | |
|