Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Этемлĕхĕн тăватă ĕмĕрĕ:
Çитмĕл çичĕ чĕлхеллĕ, тĕрлĕ шăпалла, тем тĕрлĕ те тертленсе пурăнакан мĕнпур çынна этемлĕх теççĕ. Этемлĕх ĕмĕрĕ вăрăм. Танкăр ирĕк панипе этемлĕх çак Çĕр-анне çинче пин-пин çул пурăнать. Маларах çырнисенченех паллă ĕнтĕ: пин-пин çул пуррăнса этемлĕх темĕн те курнă. Малтанласа çынсем питĕ телейлĕ, пурте пĕртан пураннă. Çав ĕмĕре халĕ Шурă ĕмĕр теççĕ. Ун чухне çынсем ача пек таса кăмăллă пулпă. Çынсем ун чухне вилес пек ĕçлесе халтан та кайман, чир-чĕр те, асап-хуйхă та, терт-инкек те вĕсене тертлентермен.
Этемлĕхĕн мĕнпур пурнăçĕ тăватă ĕмĕре пайланмалла. Шурă ĕмĕр хыççăн Сарă ĕмĕр пулать. Ун чухне те çынсем самаях телейлĕ-ха. Ун чухне те курайманлăх, кĕвĕçӳ çынсем хушшинче пулман. Анчах ун чухне вĕсем кахалланма тытăннă. Вĕсем чунĕ-чĕрипе те нишлĕленсе пынă. Усалсем илĕртнипе хăйсене валли иртĕхме эрех-сăра, симпыл-шерпет тума тытăннă. Çакă вара вĕсен пурнăçне чылай енчен япăхлатнă. Вĕсене турăсем те тарăхма тытăннă. Пыра-киле вара хайхискерсем виççĕмĕш ĕмĕре те пурăнса çитнĕ. Виççемĕш ĕмĕре Хĕрлĕ ĕмĕр теççĕ. Шăпта лăп Хĕрлĕ ĕмĕрте ĕнтĕ çынсем ĕмĕтсĕрленме, пĕр-пĕрне кӳрентерме, тавлашма, çапăçма, пыра-киле вĕлересси патне те çитнĕ. Кун çумне кайран кĕвĕçӳ, влаçшăн çапăçасси пуçланнă. Часах вĕсем вăрçă та кăларма тытăннă. Çакăн чухне ĕнтĕ çынсем Киремете те вĕлереççĕ. Турăсен тĕчине çитес тесе Пайпел те тума тытăнаççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Танкăр вĕсене çитмĕл çичĕ чĕлхе парать. Çапах та чи хăрушши вăл этемлĕхшĕн тăваттăмĕш ĕмĕр. Ăна Хура ĕмĕр тесе калаççĕ. Хура ĕмĕр вăл этемлĕхшĕн питĕ асаплă тапхăр. Ун чухне тĕнче те пĕтме пултарать. Хура ĕмĕр ан çиттĕр, тĕнче ăн пĕттĕр тесен, çынсен пуринте турăсене юраса, вĕсен ирĕкĕнчен тухмасăр пурăнмалла. Çапла кăна этемлĕх хăйне хăй упраса хăварма пултарать. Çакăн пек пурăйса кайнă Çĕр çинче те хăçан та пулсан йĕрке пулать, нумай-нумай çул иртсессĕн вара каллех телейлĕ пурнăç çаврăнса çитме пултарать. Анчах унччен Çĕр çинче пурăнакансен хăйсен мĕнпур çитменлĕхне пĕтермелле. Çак çынсен хушшинчи çитменлĕхсем, кăсăк йĕркесем пĕтиччен вĕсен хальхи пекех пурăнмалла, Танкăр ирĕкĕнчен пăчах та тухмалла мар. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2007-01-20 23:29:51 вăхăтра улăштарнă. 9271 хут пăхнă. | |
|