Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ылтăн шăллă хěр:
 

    Пурăннă, тет, пĕр карчăкпа старик, вĕсен пулнă, тет, пĕр карта лаша, пĕр карта ĕне, тепĕр карта сурăх тата виçĕ хĕр. Чăн кĕçĕн хĕрĕ ылтăн шăллă, кĕмĕл çӳçлĕ пулнă, тет.
    Пĕр ирхине старик каять, тет, лашисене шăварма. Хăйĕн те шыв ĕçесси килнĕ пулнă. Кӳлле выртнă шыв ĕçме. Çав самантрах ун сухалĕнчен шыври шуйттансем çавăрса тытнă, тет. Старик ыйтать вĕсенчен: «Яр, яр, ачамсем», —тет.
    Лĕшсем ямаç:
    — Ху савнине пар,—теççĕ.
    — Пĕр карта лашам пур, пехил,— тет старик.
    Анчах шуйттансем каллех:
    — Ху савнине пар,— теççĕ. Старик каллех:
    — Яр, яр, ачамсем,— тет. — Пĕр карта ĕне пур, çав пехил,—тет.
    Шуйттансем калаç, тет:
    — Ху савнине пар, — теç.
    — Пĕр карта сурăх пур, çав пехил,— тет старик.
    Шуйттансем:
    — Ху савнине пар, — тесе калаççĕ, тет.
    — Аслă хĕре пил сире.
    — Ху савнине пар, — тесе калаç, тет, шуйттансем.
    — Вăталăх хĕре пил сире...
    — Ху савнине пар, — тесе калаç, тет, шуйттансем.
    — Яр, яр, ачамсем, яр, кĕçĕн хĕре пехил сире...
    Лаш яраç, тет, шуйттансем старик сухалне. Старик хуйхăрса килне таврăнать, тет. Карчăккин килте сăма-варĕ тухнă, тет. Аслă хĕрĕ ашшĕне йыхăрма тухать — ашшĕ кĕмест, тет. Вăталăххи йыхăрма тухать — каллех кĕмест, тет. Кĕçĕнни тухать, тет, йыхăрма:
    — Атте, кĕр чей ĕçме,— тесе чĕнет ашшĕне.
    Ашшĕ калать:
    — Мĕн кĕмелли чей ĕçме, сана сутрăм вĕт, — тет.
    — Атя, кĕр чей ĕçме, эс сутнă çĕре каятăп, — тет хĕрĕ.
    Майлашрĕç, тет, кайма: ашшĕ кӳлет лашине, хĕрĕ майлать япалине, илет пĕр хăйра, илет тепĕр йĕке тата тура, çур литр сĕт. Кайрĕç, тет, тухса.
    Çул çинче шуйттансене тĕл пулаç, тет; малтан пынă, тет, ваттисем, унтан—арăмĕсем, чи кайран — ачисем.
    Ашшĕ ыйтать, тет, ваттисенчен:
    — Ăçта каятăр? — тет. Ваттисем калаç:
    — Ылтăн шăллă, кĕмĕл çӳçлĕ хĕр шырама.
    Арăмĕсенчен ыйтать, тет:
    — Ăçта каятăр?— тет. Арăмĕсем калаç, тет:
    — Ылтăн шăллă, кĕмĕл çӳçлĕ хĕр шырама.
    Ачисенчен ыйтать, тет (ачисем селĕпрех пулнă), вĕсем калаççĕ, тет:
    — Ыльтăн сăльлă, кĕмĕл çӳçлĕ хĕй сыяма.
    Хĕрĕ чăтаймасăр кулса ярать, тет те, ылтăн шăлĕ курăнать, тет. Тытăнаç, тет, шуйттансем кусене хăвалама. Хĕрĕпе ашшĕ тараç, тет, çитсе-çитсе пынă чух пăрахать, тет, хĕр хăйрине:
    — Çӳллĕрен те çӳллĕ сăрт пул! — тесе калать, тет те, сăрт пулать, тет те, ларать. Хĕрĕпе ашшĕ тараç, тет, тата малалла. Шуйттансем çитсе-çитсе пынă чух хĕр лартать турине:
    — Чăтлăхран та чăтлăх вăрман пул!—тесе калать, тет, сĕм-тĕттĕм чăтлăх пулса тăрать.
    Шуйттансем чăтлăхран тухиччен хĕрĕпе ашшĕ тата инçе тараççĕ. Шуйттансем чăтлăхран тухаç те тытăнаç хытăрах хăвалама. Ашшĕ, çавна кура, хĕрне ярать те хăварать çеçенхир варне, хăй килне каять.
    Хĕр çеçенхир варрине йĕкине лартать те — авăн юпа пулать тăрать, тет, сĕт кĕленчине пăрахать те — сĕт кӳлли пулать тăрать. Хĕр юпа тăрне ларать те ак çапла каласа юрлать:
    
Хĕвеле панă аккам пурччĕ, 
Курать-ши мана, курмасть-ши?

Курап, курап, сӳсне тĕвеп...—

    тени илтĕнет.
    Шуйттансем сĕт кӳлли хĕрне çитеççĕ те сĕтне ĕçме тапратаççĕ:
    
Тайăл, тайăл, авăн юпп,
Тип, тип, сĕт кӳлли, —

    тесе юрласа ĕçеççĕ.
    Хĕр каллех юрлать юррине:
    
Ан тип, ан тип, сĕт кулли. 
Ан тайăл, ан тайăл, авăн юпи. 
Хĕвеле панă аккам пурччĕ, 
Курать-ши мана, курмасть-ши?

    Аккăшĕ юрлать:
    
— Халех, халех яратăп,—

    тет.
    Çип сĕвемĕ те анса çитрĕ, хĕр те ларса хăпарчĕ, юпа та йăванса кайрĕ, сĕт кӳлли те типсе ларчĕ, шуйттансем те шăлĕсене шаккаса юлчĕç, халап та пĕтрĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-07 13:17:05 вăхăтра улăштарнă. 9533 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005