Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Шуйттанпа чухăн ача:
 

    Йăван ятлă чухăн ача пурăннă. Пӳрчĕ вите пек анчах ларнă. Хăйĕн çийĕнче çĕтĕк-çатăк кăна. Сутăн илме пĕр виçĕ пус та пулман. Йăван урама тухса çӳреме те вăтаннă. Унпа тантăшсем, урам хушшине тухса, савăнса кулса анчах вылянă. Хуйхăрать Йăван япăх пурăннăшăн, хăйен хăр улмаран ытла ним те çуккишĕн.
    Пĕрре ир тăрсан Йăван пуçĕпе йĕри-тавра шухăшласа пăхрĕ те хăйне хăй çапла каларĕ: «Ма эпĕ капла пурнатăп-ха, тавай манăн аяккалла тухса каяс, ăçта та пулин мана валли ĕç пулĕ»,— терĕ. Килĕнчен тухрĕ те, пӳрт алăкне тултан питĕрсе, анкартипе уялла тухса утрĕ.
    Нумай та каймарĕ — Йăвана пĕр старик тĕл пулчĕ. Вăл усал пулнă, старик пек пулса курăннă.
    — Ăçта каян? — терĕ Йăвана.
    — Ăçта куç курать, çавăнта. Килте пурнăç япăх, çипуç илме те пĕр пус çук, — терĕ Йăван.
    — Хам парăп, эппин, укçа, ма хуйхăран уншăн, — терĕ старик.
    Апла каласан, Йăван хĕпĕртесе кайрĕ.
    — Анчах çапла паратăп: виçĕ çул иртсен, çав укçашăн ĕçлесе татма ман пата пымалла,— терĕ.
    — Сан патра мĕн чухлĕ ĕçлесе татмалла? — ыйтрĕ Йăван.
    — Мĕнле ĕçлен, çавăнтан килет, — терĕ старик.
    — Юрĕ, эппин, — килĕшрĕ Йăван. Килĕшӳ туса алă пусрĕç. Усал хутаççипех Йăвана укçа пачĕ, виç çултан ăçта пымаллине хут çине çырса хăварчĕ, унтан уйрăлса кайрĕ. Йăван, укçаллă пулса, килне каялла таврăнчĕ.
    Йăванăн халь укçа нумай, пуян. Çипуçне илсе тумланчĕ, çĕнĕрен йăттарса пӳрт лартрĕ, калама çук лайăх пурăнма тытăнчĕ.
    Йăван тĕллипе ялти пĕр старик яланах иртсе çӳренĕ. Вал лайăх пӳрт ларнине курать те тĕлĕнет. «Анчах пит чухăн пурăнатчĕ, ав, ăна пăх-ха халĕ, çĕнĕ пӳрт лартнă», — тет хăй ăшĕнче. Чăтаймарĕ: «Кĕрсе пăхас-ха кун патне калаçкаласа ларма», —терĕ те кĕчĕ.
    Йăван килтех пулнă.
    — Килех, килех, мучи, — терĕ Йăван, тĕпелелле туртса лартрĕ. Кăларчĕ апат, ĕçмелли. Тăраничченех ĕçтерсе-çитерсе кăларса ячĕ. Старик татах тĕлĕнсе, ăна юратса кайрĕ. Çул çинчех хăйĕн хĕрне Йăвана качча парасси çинчен шухăшлама тытăнчĕ.
    Килне çитсен, Йăван лайăх пурăнни çинчен, ăна хăйĕн хĕрне качча парасси çинчен арăмне каласа кăтартрĕ. Арăмĕ хĕрне çакăн çинчен каларĕ.
    — Йăвана качча каятни? — ыйтрĕ амăшĕ.
    — Каятăп, — терĕ хĕрĕ.
    Хĕрĕ хăй сăмахне каласанах, евчĕ ярса, Йăвана чĕнтерчĕç. Йăван та тиркемерĕ хĕре. Ашшĕ-амăшĕсемпе килĕшсе татăлчĕç те ĕçсе-çисе туй турĕç. Йăван авланчĕ. Пурăнаççĕ арăмĕпе иккĕшĕ.
    Усалтан укçа илнĕрен вара виçĕ çул çитесси те нумаях юлмарĕ. Йăван ун çинчен лайăх пĕлсе тăрать. Питĕ хуйхăрма тăтăнчĕ Йăван. Сисрĕ: усал патне кайсан, таврăнмаллине шанмаллиех çук. Лешĕ усал вĕт, усал усалах тăвать. Йăван куляннипе апат та çиеймест. Арăмĕ сисрĕ çакна. Ыйтать:
    — Йăван, ку хушăра сана мĕн пулчĕ? Пĕрмай хуйхăллă çӳрен, апат та çиместĕн,— тет.
    — Акă мĕншĕн кулянатăп: виçĕ çул каялла пĕр старикрен укçа илтĕм виçĕ çуллăха. Вăл усал пулнă. Халĕ çав укçашăн ун патне ĕçлеме каймалла. Унта кайсан, таврăнасса пĕлместĕп. Каймалли кун нумай юлмарĕ, — терĕ Йăван.
    — Ытлах ан хуйхăр-ха, тен, каймасăр çăлăнса юлма та май пулĕ. Мамак патне кайса пăх-ха, вăл сана мĕнле çăлăнса юлмалли çинчен ăс парĕ. Ун çинчен, кун çинчен вăл чухлаканскер пулмалла-ха, — терĕ.
    Арăмĕ çапла каласан, Йăванăн чĕри лăш пулчĕ. Ăс ыйтма çавăн хыççăнах арăмĕн мамакăшĕ патне кайрĕ. Çитсен, мĕншĕн килнине, мĕнле-мĕнле пулнине кинемее каласа пачĕ.
    — Ытла ан хăра. Ил йĕтĕн вăрри. Ăна пӳртре кĕтесе хур. Шуйттан килсен, кала: «Хам кайиччен арăма çак укçана шутласа парса хăвармалла-ха, — те, — шутласа купаласанах пыратăп», — те, — терĕ кинемей.
    Йăван, вăл каланине лайăх хăлхана чиксе, килне кайрĕ. Шуйттан килнĕ çĕре мĕн тумаллине хатĕрлерĕ. Хай шуйттан çитсе кĕрсе кайрĕ.
    — Ну, вăхăт çитсе пĕр кун иртрĕ. Ма пымастăн? — тесе, кĕнĕ-кĕменех ыйтрĕ шуйттан.
    — Ара, сан патна пыриччен çак укçана арăма шутласа парса хăварас-ха, терĕм. Эппин, часрах пулма эсĕ те шутлама пулăш-ха мана,—терĕ Йăван, шуйттана йĕтĕн вăрри çине кăтартса.
    — Ну, юрĕ, пулăшса парам, эппин, — килĕшрĕ шуйттан. Ларчĕ шутласа купалама. Эх шутлать шуйттан, купалать — купи каяллах йăтăнса анать. Шуйттан ывăнчĕ — ниçтан та шутласа çитерме çук. Шутран та çĕтсе каякан пулчĕ. Унтан çилленчĕ те:
    — Эп урăх шутламастăп, хăвах шутла, тепĕр виçĕ кунтан каллех килетĕп. Унччен хăть шутласа пĕтер, хăть ан пĕтер, манăн унпа ĕç çук! — терĕ те алăка шарт! хупса тухса кайрĕ.
    Ку шуйттан тата килетĕп тенĕрен, кунтан каплипе çăлăнмалли çук тесе, Йăван кинемей патне кайрĕ, Кинемей ăна шуйттан килнĕ çĕре чултан вĕрен явма хатĕрлененçи пулса тăма вĕрентсе ячă.
    Виçĕ кунтан хай шуйттан çитрĕ персе.
    — Ну, халĕ атя.—терĕ.
    — Чим-ха, карчăка валли вĕрен явса хăварам, — терĕ Йăван.
    — Ну, часрах яв, эппин.
    — Эсĕ явма пулăш-ха, эп час яваймастăп, — терĕ Йăван.
    Шуйттан майлаштарса чултан вĕрен явма тытăнчĕ. Анчах пĕр аршăн тăршшĕ явсан, чул вĕрен хуçăлса анса арканса кайрĕ. Çапла вĕрен явма хăтланчĕ-хăтланчĕ — ним те пулмарĕ. Каллех çилленчĕ те тухса кайрĕ. Кайнă чух виçĕ кунтан хăй килессипе пĕлтерчĕ, хатĕрленсе тăма каласа хăварчĕ.
    Йăван шуйттан тухса кайсанах кинемей патне чупрĕ, татах шуйттан килесси çинчен каласа пачĕ.
    — Апла пулсан, çапла ту: вăл килнĕ çĕре арăму çӳçне-пуçне малалла усса ятăр та, ху утса тух, вăл упаленсе тухтăр. Эсĕ тухсан, шуйттантан ыйт: «Çакна эсĕ паллатни, эпĕ сан патна унпа пыратăп», те, — терĕ.
    Йăван килне таврăнчĕ. Шуйттан килессе кĕтсе пурăнать. Виçĕ кун иртсен, каланă вăхăтах çитрĕ. Халĕ пӳрте те кĕмерĕ, тӳрех тултан кăшкăрать хăй патне тухма.
    — Халĕ тухатăп, сан патна пыратăп, ĕнтĕ, — терĕ Йăван шалтан.
    Йăван тухрĕ, унпа пĕрле çӳçне-пуçне малалла усса янă арăмĕ те упаленсе тухса тăчĕ.
    — Эсĕ çакна паллатăн-и? Эпĕ çакăнпа сан патна пыратăп,—тет йăван.
    — Çук, курман. Вăл мана çисе те ярĕ! — тесе, шуйттан куçне-пуçне улма пек чарса пăрахрĕ, ăна курнипе хăраса.
    — Чăнах та, вăл ниме те шеллесе тăмасть! Çĕр çинче пуринчен ытла шуйттансене кураймасть, мана анчах итлет,— терĕ Йăван.
    «Шуйттансене питĕ кураймасть» тесен, лешĕ татах хăраса чĕтресе ӳкрĕ. Çӳçĕсем чăшăлах вирелле тăчĕç. «Мĕнле кунтан ыррăн уйрăлса каяс?» — тесе, ăшăнче хыпаланма тытăнчĕ.
    — Ну, Йăван, юлах, эппин, мана ним те кирлĕ мар. Урăх эпĕ те килместĕп, эсĕ те ан пыр! — терĕ юлашкинчен шуйттан.
    — Апла пулсан, килĕшӳ тунине мана кăларса пар, — терĕ ку.
    — Э, чăнах, ăна сана парас пулать-ха, —тесе, хута кăшăрт тыттарчĕ шуйттан Йăвана. Унтан васкасах уйрăлса çухалчĕ.
    Çавăнтан вара Йăван патне шуйттан килесси-тăвасси çавă пулчĕ.
    Халĕ те пулин пурăнаççĕ, тет, Йăванпа арăмĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-17 23:59:55 вăхăтра улăштарнă. 12511 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005