Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Шурсухал:
Пěр карчăкпа пěр старикěн икě хěр пулнă. Малтанхи хěрачине, аслине, питě ачашласа ӳстернě вěсем. Пěчěкле те, ӳссе çитěнтерсен те ěç хушсах кайман. Хěрě вара ашшěпе амăшне хисеплемен, вěсен сăмахне те итлесех кайман. Ěçлес шухăшě пěчěк пулсан та, пуяс ěмěчě пусăк пулнă унан. Улталама вěреннě. Ялан тем çитмен ăна, кăмăлě хуçăлнă, татăлнă, çěтěлнě. Кěçěнни чип-чипер те хитре, ěçчен те япшар пулнă. Хăйěн ырă шухăш-кăмăлěпе ашшě-амăшěн кăмăлне те çěклентерсех тăнă.
Ашшě, инçетри пасара кайса килсен, аслă хěрне çапла калать: — Шыв ăсса кил-ха, хěрěм. — Мěнле-мěнле?! Мěн?! — Пасартан кулач илсе килтěм. Кулачпа чей ěçесчě. Шыв ăсма кай-ха, хěрěм. — Каяп ак! Кěçěнреххи кайтăр! — пат татса хурать аслă хěрě. Ашшě вара кěçěннине калать: — Шыв ăсса кил-ха, хěрěм, кулачпа чей ěçетпěр. Кěçěнни, хаваслансах, илемлě юрă ěнěрсе, икě витрепе шыв ăсма каять. «Мěншěн паян патьен йывăрпа хăпарать-ха?» - тěлěнет вăл, шыва пусăран çавăрса кăларнă май. Кăларса çитерсен, çавăрма пăрахса, тулли патьене икě аллипе тытса илет те унти шыва витри çине яма пуçлать. Шыв çине пăхсан тěлěнсех каять: унта шур сухаллă старик пур. — Яр, хěрěм. Сана пушмак парăп, - тет хěрě аллинчен тытса. Хěрача килěшет. — Чипер кай, Шурсухал. Ырă çул сана! - тет вăл. Шурсухал шыва чăмать те хěрачана пушмак илсе тухса парать. — Киле çитмесěр ан тăхăн, - тет ăна Шурсухал. Хěрача, килне çитсен пушмакне тăхăнать те, вăл ытлăн та кěмěл тăкма пуçлать. Эх, хапсăнсах пухма пуçлать урайěнчи ылтăнпа кěмěле унăн аппăшě. Вара вăл пуйса каять, лавкка лартать. Паллă сутуçă пулать. Кěçěнни пуйма шутламасть, хăйсен пěчěк пӳртěнчех ашшěпе амăшне пăхса пурăнать, килěнче çити-çитми пулин те, аппăшěнчен нимěн те ыйтмасть. Мěн кирлě пур те пур ěнтě аппăшěн. Анчах тем çитместь, çетěлсех тăрать. Пěррехинче вăл йăмăкě патне пырать те вăрçсах çапла калать: — Халех кай хăвăн Шурсухалу патне, мана пуян та хитре каччă тупса патăр вăл. Кěçěнни Шурсухал патне каять, аппăшě мěн ыйтни çинчен пěлтереть. Пулăшма ыйтать. — Э, Чиперкке. Çук! Ăна каччă тупса памастăп эпě. Пěлессӳ килсен, кӳршě ялта сан валли питě чаплă йěкěт палăртса хуни пур манăн, Лариван ятлă. Пěвӳ çитěнессе çеç кěтрěм. Шурсухал хăйěн шурă аллипе Чиперккене сарă çӳçěнчен ачашлать, ырлăх-сывлăх сунать. Вăл каланă Лариван, Шурсухал мăнукě, хитре те ěçчен хресчен пулнă, ухăпа сунара та çӳренě. Вăл Чиперккене юратса пăрахать, ăна качча илме хăна ярать. Часах хěре çураçса та каяççě. Туй тăваççě. Савăнаççě. Туй хыççăн хěр килне хăнана килсен, çěнě çынсене мунча хутса параççě. Малтан Лариван кěрсе тухать. Унтан Чиперкке каять. Унăн аппăшě маччаран вěри чул çине шыв тăкмалли шăтăк тунă пулнă. Чиперкке мунчана кěрсенех, аппăшě алăка питěрсе хурать те шăтăкран çине-çине ăшă яма пуçлать. Чиперкке тӳсейместь, вилмех пуçлать, Шурсухалран пулăшу ыйтать. Унччен те пулмасть, хěр чӳречерен кайăк кăвакал пулса вěçсе тухса каять. Çав вăхатра аппăшě вара йăмăкěн тумне тумланать те килне таврăнать. Лариван ăна, хăй арăмě Чиперккех уплě тесе, хăйпе пěрле илсе каять. Вăхăт иртнěçем иртет. Пěррехинче Лариван хăйěн садне сунара тухать. Çывăхрах кӳлě çывăхěнче, кайăк кăвакал вěçкеленсе çӳренě. Лариван ăна ухăпа переть. Тивертейместь. «Кунпек пулакан марччě-çке, тьфу!» тесе çěре сурать. Кайăк кăвакал ун сурчăкне пырса çиет те вěçсе каять. Тепěр кунне, тепěр хут переть сунарçă, каллех тытаймасть. Шурсухал пулăшнипе кайăк кăвакал каллех çын пулса тăрать, ашшěпе амăшě килне таврăнать. Сунарçă сурчăкěпе ыйвăрланнине чухлать вăл. Вăхăт çитсен, йěкěреш ача çуратса парать Чиперкке. Лайăх пăхса ӳстереççě вěсене. Килте виççěн пěр-пěринпе ăмăртмалла юратса пăхаççě. Вăхăтра апат параççě, вăхăтра çывăртараççě. Çиччě те тултараççě ěнтě ачасем. Халě вěсем ашшěне çав тери тунсăхлаççě: «Курасчě-çке ăна пирěн хăçан та уплин!» Амăшě вěсене кӳршě яла ярса пăхма шутлать. Çакна пěлсен, Шурсухал: «Акă сире иксěре икě çăмарта, - тет ачасене. - Кирлě кунта кирлě пулěç, ялан хăвăр çумăрта тытăр вěсене. Ăшă çěре ан хурăр». Çул çинче йěкěрешсене хирěç кайăк кăвакал вěçсе иртет. «Ачасем, хăвăра лайăх сыхлăр!» - тет вăл. Ачасем ашшě килě умне парса тăраççě, вылякаласа çӳреççě. Малтан Лариван ашшě хăмăт-пăяв йăтса тухать, лаша кӳлме каять. Ачасем, амăшě хушнă тăрăх çапла ыйтаççě: — Ăçта каян, асатте? — Ěçе каяп, ачамсем, - хуравлать аслашшě. Часах Лариван амăшě çурла йăтса тухать. Унта çавăн пек калаçу пулса иртет. Унччен те пулмасть, Лариван хăй çава йăтса тухать. Ачасем савăннипе тринкки-тринкки сиккелеме пуçлаççě. — Ăçта каятăн, атте? — Ěçе каятăп-ха, ачамсем, - кăмăллăн калать Лариван. Хăй вара, лашш сывласа, тухса ӳкет. Ара, ăна арăмě ача памасть-çке. Каярахпа, ěçлекенсем ывăнса апата килес умěн, Лариван арăмě сад пахчине уçăлса çӳреме тухать. — Ăçта каян, кěççе пит, путсěр, ултавçă? - ыйтаççě ачасем. Лешě хирěç нимех те чěнмеç, хăй çине çакса тултарнă ылтăн та кěмěл тенкисене шăнкăртаттарса, малалла иртсе каять. Ěçлесе те канса таврăнакансемпе те çавăн калаçу пулса иртеть. Пурне те шухăша ярать. Хуйха путнă Лариван ашшě каçалапа çапла калать: — Çавăнта икě ача выляса çӳретчě. Вěсене кӳртсе апат лартас, хырăмěсем выçнă пуль. Чиперкке ятне илтнě аппăшě, лешсем кам ачисем иккенне чухласа илсе, çапла хирěçлет: — Мěн вěсене пӳрте чěнмелле! Ав, мунчана кěрсе выртчăр. Ачасем мунчана кěреççě те пěлмесěр Шурсухал панă çăмартасене ăшă çěре хураççě, хăйсем часах çывăрса каяççě. Чаперкке аппăшě мунча патне пырса çапла ыйтать: — Çывăрмастăр-и-ха, ачасем? Ачасем тарăн ыйха путнă ěнтě. Шурсухал панă çăмартасем хуравлаççě: «Çывăрман-ха, çывăрман!». Тепěр самантран каллех ыйтать «Чиперкке». Хальхинче çав сăмахсемпех, анчах та ерипенрех хуравлаççě çăмартисем. Каярахпа вěсем пиçеççě те нимех те чěнеймеççě. Чиперкке ятне илнě Лариван арăмě мунчана васкаса кěрет те ачасене вěлерет. Лариван ăна-кăна чухлама пуçлать. Ачасем валли хăйěх тупăк тавать те çěр каçма сад пахчине ларать. Унăн ашше хурал тăрать. Тěттěм çерле тупăксем патне кайăк кăвакал вěçсе пырать. Хурлăхлăн юрласа ярать: Эх, ачамсем, ачамсем,N Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-30 17:24:12 вăхăтра улăштарнă. 10290 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|