Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Шăнкăр-шăнкăр çăл куç:
 

    
Шăнкăр-шăнкăр çăл куç,
Кăмăлна эс ан хуç
Çурхи каç кĕввине каласа,
Сан патна çитсенех,
Сассуна илтсенех
Иртнĕ кунăм килет-çке аса.

Çĕмĕртсем çурăлсан,
Кĕмĕл уйăх тухсан
Шăпчăксем шăрататчĕç юрра.
Иккĕн шăп ларнă чух,
Куçран куç пăхнă чух
Шăнкăр шыв калаçатчĕ умра.

Шăнкăр-шăнкăр çăл куç,
Йăлтăркка шурăмпуç
Çупăрлатчĕç телей ĕшнине.
Сисеймерĕ чĕрем,
Пĕлеймерĕ чĕрем
Уйрăлу çывăхра пулнине.

Вĕрене çулçине
Халь тăкать шыв çине,
Вăл туять эп пĕччен анасса.
Шăнкăр-шăнкăр çăл куç,
Кăмăла эс ан хуç
Çурхи каç кĕввине каласа.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-01 01:15:21 вăхăтра улăштарнă. 10600 хут пăхнă.Тип: Статьясем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005