Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Чее Çемен:
 

    Ěлěк-авал пěр ялта Мирун ятлă çын пурăнă, тет. Вăл питě пуян пулнă. Кěтěвě-кěтěвěпе ěнепе лаша усранă, тет. Сурăхěсен шучě те пулман, тет. Çěрě те Мирунăн сахалах пулман. Хăй вăл питě хытă пулнă. Унăн патěнче ěçлесе пурăнакан тарçăсем икě-виçě эрнерен ытларах пурăнайман, тет, пăрахса тухса тарнă.
    Пěррехинче Мирун патне ěçлеме Çемен ятлă ача тарçа кěрěшет, тет. Темиçе кун ěçлесенех, вăл пуян Мирун мěнле çын иккенне пěлсе çитет. Çемен Мируна тавăрма шутлать. Ку вăхăталла тырă вырас вăхат та çывхарса çитет.
    Пěр кун Мирун Çемене ирех вăратать те тырă вырма кайма хушать.
    Хайхи пуян Çемене пěчěк татăк çăкăр тыттарать:
    — Ме, тыт. Тырра лайăх выр. хěвел анса лармасăр киле ан таврăн,— тет Мирун ачана.
    Çăкăр ытла сахал панине кура Çемен чăтса тăраймасть:
    — Çăкăр ытла та сахал-çке, каçчен çимелěх çитмест,— тесе калать.
    — Çăкăр татăкне шыва ямалла, унта вăл хăех пысăкланать,— тет Мирун.
    Çемен пуяна хирěç нимěн те шарламасть. Çурла йăтать те уялла тухса уттарать. Тырă ани патне çитсен, пěр кěлте вырать те Çемен выртса çывăрать.
    Хěвел анас умěн Мирун уя тарçисен ěçне тěрěслеме уттарать. Мирун Çемен вырнă ана патне те кайса курма шутлать. «Ку ачи пěр тăватă-пилěк купа вырчě пулě-ха»,—кăмăллăн шутласа пырать Мирун.
    Çемен ку вăхăтра тăнă та киле кайма хатěрленет иккен. Ун умěнче пěр кěлте анчах выртнине кура пуян урсах каять, сурчăк сирпетсе вăрçма тытăнать:
    — Кун каçа та пěр кěлте çеç выртăн-и эсě?!—тесе кăшкăрать Мирун.
    — Вăл темех мар,— тет чее Çемен,—вăл кěлтене шыва ямалла, тен, вара унран купа çеç мар, ике-виçě çěмел те пулě,—тет.
    Мирун хăй малтан каланине аса илчě те шăпăртах пулчě. Çапла тавăрчě вара ěмěтсěр Мируна чее Çемен.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-28 23:11:15 вăхăтра улăштарнă. 8737 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005