Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Чуста çăрма вĕренни:
Пĕр хĕр качча кайнă, тет. Çăкăр пĕçерсен, çăкăрĕ ăнман, тет, унан, ăшĕнчен çăнăх муклашкисем тухнă, тет. Хуняма карчăк вăрçать, тет:
— Çăкăр пĕçерме пĕлместĕн, ухмах, чуста çăрма пĕлместĕн, чустана ăна хул хушшине тар тухиччен çăрас пулать, — тесе калать, тет. Хайхи тепĕр кунне лăпах çăкăр пĕçермелле пулнă, тет. Çĕнĕ кин çăрать-çăрать, тет те, хул хушшине тытса пăхать, тет. Кусем патне аппăшĕ пырса кĕрет, тет: — Чуста çăратни-мĕн? — тесе калать, тет. — Чуста çăрап-та-ха, — тесе калать, тет, — анне мана хул хушшине тар тухиччен çăрма каласаччĕ. Тарĕ те тухрĕ, те тухмарĕ — пăх-ха эс, — тесе калать, тет. Аллине çĕкленĕ, тет, аппăшĕ пăхрĕ, тет: — Эй, сан кунта, — тесе каларĕ, тет, ку, — те тар тухнă, те кăпăкланса ларнă, те чуста... — тесе каларĕ, тет. — Апла пулсан, пăрахас-ши çăр-ма? — тесе калать, тет, çамрăк кин. Çавăн чух вара, чăнахах та, шутсăр лайăх пулнă, тет, çăкри. Халь хуняма карчăк та мухтама пуçларĕ, тет. — Вăт ман кин епле пултарать, кулачă пек çăкăр пĕçерсе çитерет, — тесе калать, тет. Çавăнтан кайран вара шутсăр лайăх пĕçерме вĕренчĕ, тет, кин. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Chavash тӳрлетнě, информацие 2006-09-10 15:03:02 вăхăтра улăштарнă. 8977 хут пăхнă. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě. | |
|