Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Чěрнеккей (юмах):
Пěр ватăпа карчăкăн виçě хěр пулнă. Лутаккай, Тăрнаккай, Чěрнеккей. Вěсем кашни ир шыв хěррине пит çума çӳренě.
— Камăн пичě шурăрах? - ыйтать, тет, Лутаккай пěррехинче ыттисенчен. Пěр-пěрне тинкěрсе пăхрěç вěсем. Тапăл-тапăл Чěрнеккейěн пичě тасарах иккен. Аппăшěсем кěвěçме пуçлаççě, кěçěн йăмăкне курайми пулаççě, ăна тарăн çырмана тěксе яраççě те киле таврăнаççě. — Чěрнеккей ăçта? - ыйтать амăшě. — Шыв хěрне юлчě, - теççě Лутаккайпа Тăрнаккай. Амăше кěтет-кěтет, кěтсе илейменнипе шыв хěррине каять. Хурланса юрласа ярать: Тух, тух, ачам, Чěрнеккей! Пуçăм тулли хушпăва Сана парăп, Чěрнеккей! Улăм тулли сăркама Сана парăп, Чěрнеккей! Таçтан инçетрен-инçетрен, упа ӳплинчен, Чěрнеккей хурлăхлăн юрлани илтěнсе каять: Пыраймастăп çав, анне, Эпě Упа аллинче... Амăшě йěре-йěре килнелле уттарать. Чěрнеккей Упана ӳк пуçлать, ашшě-амăшě патне хăнана яма ыйтать. — Пулас хуньăм патне манăн та хăнана каяс килет-ха, - килěшет Упа. Чěрнеккее виçě куна ашшě- амăшě патне хăнана ярать вăл. — Юратнă Чěрнеккейěм, - савăнаççě карчăкпа старик, унтанхурланаççě. - Эсě Упа мăшăрě пулма шутламан пулě те? — Упа питě ырăскер, - мухтать Чěрнеккей. - Вăл хăте хăнана килме пулсаччě-ха. Лутаккайпа Тăрнаккай, хăйсен тантăшсене чěнсе илсе, Упана анса кайма хěрěх хăлаç шăтăк алттараççě, çиеле хура кěççе сарса хураççě. Акă Упа хăнана килет, хулăн сасăпа юрлать: Ва! хуньăм, ва! хуньăм. Хуньăм йытти хура йытă Мана илме тухать-çке! Чěрнеккей, ун сассине таçтанах илтсе, хăна ыйшăнмалли çěртен çапла юрласа ярать: Ан кил. Упа, ан кил, Упа! Хěрěх хăлаç пусă алтнă, Тěпне хěрӳ кăвар янă, Çӳле хура кěççе сарнă, Унта анса каятăн! Упа илтмест, çаптарать çеç: Ва! хуньăм, ва! хуньăм. Хуньăм йытти хура йытă Мана илме тухать-çке! Хăна килсе кěрет те кěрекене, кěççе çине пырса ларма хатěрленет. Лутаккайпа Тăрнаккай: «Ак анса каять, ак, анса каять», - савăнса – хěпертесе тăраççě. Кěççе çине пырса ларсах, Упа шăтăка анса кайма пуçлать, чěрнеллě уринчен ăна Чěрнеккей тытма ěлкěрет. Чипер хěре тěкěннипе Упаран çав тери хитре те çав тери çирěп, вăйлă каччă пулса тăрать... Ăна пěр тăван усал пиччěшěсем шыва тěксе янă пулнă. ...Упамсарпа Чěрнеккей халě те пулин пěр-пěринпе питě килěштерсе пурăнаççě, тет. Лутаккайпа Тăрнаккай тухатмăш пулса тăнă, тет. Ытти юмахсене пăхма пултаратăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ тӳрлетнě, информацие 2005-06-24 17:12:14 вăхăтра улăштарнă. 9439 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě. | |
|