Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Чăхăпа услам çу:
Чăхăпа услам çу пурăнаççĕ, тет. Çаксен вутă пĕтнĕ. Чăхă вăрмана вутă патне кайнă. Услам çу апат пĕçерме юлнă, тет.
Чахă вутă тиесе килнĕ. Услам çу апачĕ хатĕр пулнă. Вăл яшкана чăм-пăлт чăмса тухнă. Апат тутланнă кайнă. — Услам çу, тух вутă пушатма!— тесе кăшкăрать чăхă. Услам çу тухать вутă пушатма. Пушатса пĕтерсен, вĕсем кĕрсе апат çиме тытăнаççĕ. — Мĕнле санăн апат тутлă пулнă?—тет чăхă. — Апат вĕресен, эпĕ апат ăшне чăмпăлт сиксе тухрăм, çавăнпа тутлă пулнă пулĕ,—тет. Пурăнсан-пурăнсан, çаксен вутă каллех пĕтнĕ, тет. Услам çу вутă патне кайнă, тет, чăххи апат пĕçерме юлнă, тет. Апат вĕресен, чăхă шăмпăлт сикрĕ апат ăшне, çуначĕсемпе лăс-лăс турĕ те пиçсе те кайрĕ. Услам çу вутă тиесе çитрĕ вăрмантан. — Чăхă, вутă пушатма тух!—тет. Тухакан пулмарĕ. Услам çу вутă пушатрĕ те пӳрте кĕчĕ. Кăмакаран апат кăларма тăрать те — апат ăшĕнче чăхă ярăнса çӳрет. Чăхха апат ашенчен кăларчĕ те тислĕк купи айне кайса пытарчĕ, хăй пĕчченех тăрса юлчĕ. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-06 10:55:32 вăхăтра улăштарнă. 9844 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|