Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Хуçапа тарçă:
 

    Пĕр пуян пурăннă, тет, ăна яланах варăсем тапăннă, тет. Пурлăхне сыхлама тесе пуян пĕр хаяр йытă илсе кăкарчĕ, тет. Пуян патĕнче пĕр тарçă ĕçленĕ, тет. Йытта шанса, çыннисем пӳртрех çыварма тытаннă, тет. Тарçи те çенĕкре çывăрать, тет.
    Пĕр каçхине вăрăсем каллех пуяна çаратма пычĕç, тет. Йытти, кăкарнăскер, хаяррăн харлатса вĕрет, тет.
    Вăрасем йытта çапрĕç те вĕлерчĕç, тет. Йытă йынăшнине илтсе хуçи тухрĕ, тет: йытти вилнĕ, тет, вăррисем тарчеç, тет. Хуçа çенĕкре çывăракан тарçине вăратрĕ, тет те, ятлать, тет:
    — Мĕн ыйха лĕшкетĕн! Вăрăсем тапăннă, йытта вĕлерчĕç, мĕншĕн тухса пăхмаран! — тесе кăшкăрать, тет. — Ак йытă вырăнне хăвна кăкарса лартатăп, ху сыхла,— тесе калать, тет.
    Хуçа тухрĕ, тет те, вилнĕ йыттин мăйкăчне вĕçертсе илсе тарçине мăйкăчласа кăкарса лартрĕ, тет.
    Тарçа йытă вырăнне хураллама тытанчĕ, тет. Кантăрла ĕçлет, тет, каçхнне ăна каллех кăкарса лартать, тет. Тарçи хам-хам! тесе вĕркелесе илет, тет те, çĕрех выртса çывăрать, тет.
    Пĕр каçхине вăрăсем каллех çаратма пычĕç, тет. Тарçи хытах вĕрме тытăнчĕ, тет, анчах хуçи тухмасть, тет. Вăррисем пăхаççĕ, тет, этем вĕрсе тăрать, тет. Вăррисем тарçа вĕрнине пăхмасăрах, хуçа ампарне уçрĕç, тет те, темĕн чухлĕ тырă илсе кайрĕç, тет.
    Ирхине хуçа тухрĕ, тет те, ампара кĕрсе пахрĕ, тет — тырри çук, тет.
    — Ма вăрлаттарса ятăн?! — тесе ятлать, тет.
    — Эпĕ темĕн пекех харлатса вĕртĕм — ху илтмерен, тухмаран, çавăнпа вăрласа кайреç, — тесе калать, тет, тарçи.
    Çавăнтан вара хуçа тарçине йытă вырăнне кăкарма пăрахрĕ, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 20:43:26 вăхăтра улăштарнă. 14256 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005