Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Хĕвелпе Уйăх - аппăшĕпе йăмăкĕ:
Ĕлĕк-авал Хĕвелпе Уйăх аппăшĕпе йăмăкĕ пулнă, тет. Пĕр-пĕрне вĕсем килĕштерсе пурăннă, тет. Анчах пĕррехинче Хĕвелпе Уйăх çине Вупăр тапăннă, тет. Вăл Уйăхăн çур пайне хыпса çисе ярать. Çавăнтанпа Уйăх çурла пек пулса юлать. Хăйĕн аппăшĕнчен вăтаннипе вăл çӳлерех каять, тет. Çавăнпа Хĕвелпе Уйăх пĕр-пĕрне тĕл пулмаççĕ. Хĕвел кăнтăрла, Уйăх каçпа тухать.
1989 ç. Чăваш Енри Красноармейски районĕнчи Туçи Чуракассинче О.Д.Григорьевăран Л.Г.Григорьева çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, 12 йыш. кĕн., 6274 инв. №, 23-мĕш тетр. Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-23 00:07:51 вăхăтра улăштарнă. 7886 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|