Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Хăв тăвану - вут урлă:
 

    Ěлĕк-авал икĕ пĕртăван пулнă. Асли пуян пурăннă, кĕçĕнни çук пулнă. Аслин ача-пăча пулман, арăмĕпе иккĕшех пурăннă, кĕçĕннин ача-пăча нумай пулнă. Пуянни пуян çынсемпе анчах ĕçсе çинĕ, хăйĕн тăванне хутăштарман, мĕншĕн тесен шăллĕ унăн начар пурăннă.
    Пĕрре çак пуян çапла шухăш тытнă: «Эпĕ капла пуян тусăмсемпе ĕçсе çиетĕп, хамăн тăвана нихçан та хăнана чĕнместĕп. Манăн сăнаса пăхас: хăшĕ вĕсенчен çывăхрах çын маншăн»,—тенĕ. Çапла хăйĕн арăмĕпе канашланă та арăмне каланă:
    — Эсĕ пĕр пичĕке пыллă сăра ту, эпĕ çав праçник каç хăнасем чĕнес тетĕп,— тенĕ.
    Арăмĕ:
    — Юрĕ, тăвăп,—тенĕ.
    Сăрине тусан, тĕпсакайне антарса лартнă. Пыллă сăри йӳçсе çитсен, çак пуян çын малтан чи лайăх юлташĕ патне чĕнме каять. Каясса каçхине, çур çĕр тĕлĕнче, каять. Ку пынă чухне унăн юратнă юлташĕ çывăрнă пулнă. Ку ăна, çывăраканскере, вăратса кĕнĕ. Пӳрте кĕрсен, юлташĕ кăна:
    — Лар, — тенĕ.
    Ку:
    — Ларса тăма вăхăтăм çук, мана пĕр инкек килсе çакланчĕ-ха: хамăр килте çук чухне пирĕн тĕпсакайне пĕр çын виллине пырса пăрахнă. Çавна кăларма эсĕ пыраймăн-ши? — тенĕ.
    Пуян юлташĕ ăна хирĕç каланă:
    — Çук, эпĕ пыраймастăп, эпĕ ун пек çĕре халиччен те çӳремен, вăл пит хăрушă япала,— тенĕ.
    Ку юлташĕ пымарĕ ĕнтĕ, çавăнпа тепĕр юратнă юлташĕ патне кайрĕ. Вăл та çывăрнă пулнă, ăна çаплах, çывăраканскере, вăратса кĕнĕ. Малтанхи юлташне каланă пек, куна çав сăмахсенех каланă. Ку юлташĕ те:
    — Пыраймастăп, — тенĕ.
    Унтан виççĕмĕш юлташĕ патне кайнă, вăл та:
    — Эпĕ халиччен те ун пек çĕре çӳремен, вăл ĕçе çынсем пĕлес пулсан, иксĕмĕр те тĕрмене лекĕпĕр, — тенĕ.
    Чи юлашкинчен вара хăйĕн кĕçĕн тăванĕ патне кайнă. Тăванне уçтарса кĕнĕ. Пӳрте кĕрсен, тăванĕ:
    — Лар, — тенĕ.
    Пиччĕшĕ ăна:
    — Ларса тăма манăн халĕ вăхăт çук, мана пит пысăк хуйхă çитрĕ-ха, çавна мĕнле ирттерсе ямалла-ши? — тенĕ.
    Шăллĕ ăна:
    — Мĕнле хуйхă тата? — тенĕ.
    Пуян пиччĕшĕ:
    — Ак мĕнле хуйхă: хамăр килте çук чухне пирĕн тĕпсакайне тахши пĕр вилнĕ çын пырса янă, çавна мĕн тумалла-ши, çавăнпа сан пата канаша килтĕм, — тенĕ.
    Шăллĕ ăна:
    — Вăл ĕç пит начар, ăна унтан илсе пытармасан, сана начар пулĕ, пӳртне те пĕтĕмпе виле шăрши тулĕ, вара ăна пĕлĕç, — тенĕ.
    Пиччĕшĕ каланă:
    — Эсĕ пырăн-и пытарма?
    Шăллĕ каланă:
    — Епле пырас мар манăн, эсĕ манăн пичче пулатăн, манăн тăванăм пулатăн, пирĕн атте те пĕрре, анне те пĕрре, çавăнпа пĕрне-пěри пăрахма кирлĕ мар, сана начар ан пултăр,— тенĕ.
    Иккĕшĕ вара пуян пиччĕшĕ патне каяççĕ. Пуянăн арăмĕ кусем пынă çĕре пит лайăх апатсем пĕçерсе кĕтсе тăнă. Пуян пиччĕшĕ тултан тилхепе илсех кĕнĕ. Шăллĕне тĕпсакайне кĕртсе янă та каланă:
    — Акă сана тилхепе, вилнĕ çынна çавăнпа çыхса пар, — тенĕ.
    Кунăн шăллĕ тĕпсакайĕнче шырать, анчах тупаймасть те калать:
    — Кунта ун пек япала çук-çке,— тет.
    Пиччĕшĕ ăна:
    — Кĕтессе пăх, — тет.
    Шăллĕ каллех:
    — Кунта нимĕскер те çук,— тет. — Пĕр пичĕке ларать, урăх нимĕн те çук,—тет.
    Пиччĕшĕ ăна:
    — Вилнĕ çын çавă ĕнтĕ, тилхепӳпе çыхса пар,—тет.
    Шăллĕ тилхепепе пичĕкене çыхать те, туртса кăлараççĕ тĕпсакайĕнчен пыллă сăрана. Пуян пиччĕшĕ шăллĕне мĕншĕн чĕннине тин каласа кăтартать. Хăй хайхи пуян юлташĕсем патне чĕнме кайнине те, вĕсем хăйне мĕн-мĕн каланине те тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартать. Иккĕшĕ вара, пыллă сăра ĕçсе, лайăх пĕçернĕ апатсене çиеççĕ. Леш пуян туссем, кун патне пырса, чӳречинчен пăхса тăраççĕ. Кусем вилнĕ çын пытармаççĕ, савăнса ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ.
    Çав пуян вара çав кунтан хăйĕн ĕлĕкхи юлташĕсемпе ĕçкĕ-çикĕ тума пăрахать, вĕсем патне кайса та кĕмест:
    — Вĕсем ĕçсе çинĕ чухне анчах лайăх, начар чухне ман еннелле çаврăнса та пăхас çук, — тенĕ.—Ху тăвану епле пулсан та пăрахмасть иккен. Малалла ĕнтĕ хамăн тăванăмпа ĕçсе çийĕп,—тенĕ.
    Ваттисен сăмахĕ чăн иккен. Вĕсем каланă: ют çын — хир урлă, хăв тăвану — вут урлă, тенĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-07 13:31:25 вăхăтра улăштарнă. 12909 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005