Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Ваттисен сăмахěсем:
 

    Вутăн алли те, ури те вăрăм.
    Епле пысăк юхан шыв та пĕчĕк шывран пуçланать.
    Кĕрхи кун кĕлтеллĕ, çурхи кун çеçкеллĕ.
    Пуриншĕн те пĕр хĕвел.
    Çăла ан сур, шывне хăвах ĕçĕн.
    Çилсĕр çирĕк тăрри те хумханмасть.
    Çурхи кун кĕр тăрантарать.
    Тумлам шыв та тинĕсе пулăш.
    Уйăх çути — çул çути, хĕвел çути — кун çути.
    Вăрман пек пуянни çук, хир пек асли çук.
    Йывăçне кура çимĕçĕ.
    Пĕччен йывăç час тӳнет.
    Хитре çеçкен кун кĕске.
    Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн.
    Выльăх-чĕрлĕх алла пăхать.
    Ĕнен сĕчĕ чĕлхе вĕçĕнче.
    Икĕ куяна хăвалакан пĕрне те тытайман.
    Ир тăнă кайăк выçă вилмен тет.
    Йытă та хăй хӳрине вараламасть.
    Качакан сухалĕ вăрăм та ăсĕ кĕске.
    Кушака — кулă, шăшие — вилĕм.
    Пăчăрăн пырши тухсан та виçĕ кун пурнасшăн.
    Пулă пуçĕнчен çĕрет.
    Çăхан куçне çăхан сăхмасть.
    Туман тиха пилĕкне ан хуç теççĕ.
    Чăхă пĕрчĕн сăхсах тутă пулать.
    Шаланкă шыв кăларать, ула курак пырса ĕçет.
    Ахальтен ахах пулас çук.
    Выртакан чул мăкланать, çӳрекен чул якалать.
    Кивви çĕннине упрать.
    Мĕн акнă, çав шăтать.
    Пĕр хулă хуçăлать, пин хулă хуçăлмасть.
    Пушă пучах каçăр пулать.
    Çĕнĕ шăпăр çĕнěлле шăлать.
    Тĕпсĕр çынна тĕмен çитмен.
    Тимĕре хĕрнě чух туптаççĕ.
    Шăтăк шăрçа çĕрте выртмасть.
    Васкакан вакка сикнĕ тет.
    Ĕçчен çыннăн ыйхи кĕске.
    Ĕçчен çынран ĕç хăрать.
    Пăсма пĕр кун, тума виç кун.
    Çиччĕ виç те пĕрре кас.
    Ӳркенмен ăста пулнă.
    Шĕшкĕ авмасăр мăйăр татаймăн.
    Ăсмассерен аш турамĕ лекмест.
    Пиçнĕ-пиçмен иккĕ тăрантарать.
    Çăкăртан асли çук.
    Çăкăр-тăвар хире-хирĕç.
    Кивĕ кĕрĕк çил вĕрнипех çĕтĕлет.
    Кивĕ пулсан та шурă пултăр.
    Пилĕкне хытă çых, ăсна çирĕп тыт.
    Пěччен пыл çиме аван, йышпа ĕç тума аван.
    Ача-пăчан пĕр шухăш, ваттăн çĕр шухăш.
    Ват çын — тăват çын.
    Ват çынтан кулма хушман.
    Ватти çук та — латти çук.
    Çĕнě тусна туп, киввине ан ман.
    Тăлăх йывăçа тăвăл хуçать.
    Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекет.
    Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр.
    Ялта ял пек пулмалла, çынра çын пек пулмалла.
    Вăррăн пуç тӳпинчен пăс тухать.
    Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрě выртнă.
    Айван çыннăн турти кĕске теççĕ.
    Аслă çын нихçан та çынна ухмах темест.
    Вĕренни мулран хаклă теççě.
    Вĕренни йăтса çӳрес çĕклем мар.
    Кахал çăпата сырнă çěре ĕçчен ĕçне пĕтернĕ.
    Кахал çине виç кун малтан çумăр ӳкнĕ.
    Кăмăла кура кăмăл.
    Макăрман ачана чĕчĕ памаççĕ.
    Мухтаннă сунарçă мулкачă тытайман.
    Мухтанчăкăн пуш енчĕк.
    Нумай та пĕтет, сахал та çитет.
    Пере пĕлмен ал туйи пуçа килсе вăрăнать.
    Пĕр паттăрăн ик алли тăват çĕрĕн çапăçать теççĕ.
    Суя чупать çĕр çулпа, чăнни утать пĕр çулпа.
    Çын валли шăтăк ан алт, хăвах кĕрсе ӳкĕн.
    Уй куçлă, вăрман хăлхаллă.
    Ултавпа инçе каяймăн.
    Чăн сăмах куçа çиет.
    Чăн сăмахăн суйи çук.
    Ырă тус укçаран хаклăрах.
    Нумай итле, сахал калаç.
    Çынна йывăр ан кала, ху та çавна курăн.
    Ырă сăмах ылтăнтан хаклă.
    Этем ырă ĕçĕпе.
    Ěмěр сакки сарлака.
    Ют çын — хир урлă, хăв тăвану — вут урлă.
    Пур пĕрле, çук çурмалла.
    Нумайне чăтнине сахалне чăт.
    Ĕни хура та — сĕчĕ шурă.
    Çӳрен каска якалнă, выртакан каска мăкланнă.
    Инçе хурсан, илме çывăх.
    Пуçтарма — çулталăк, салатма — çур талăк.
    Ерипен каян мала тухнă, хытă каян кая юлнă.
    Ӳркевлĕх ӳкерет, пите пĕçертет; хастарлăх хăтарать, чапа кăларать.
    Кахалшăн çĕр кĕске, ĕçченшĕн кун кĕске.
    Мулкачăн хăлхи вăрăм та хӳри кĕске.
    Ĕç çĕклет, ӳркев ӳкерет.
    Ăшă сăмах — çу кунĕ, сивĕ сăмах — хĕл кунĕ.

Çăкăр çинчен

    Çăкăртан асли çук.
    Çăкăрпа ан шӳтле.
    Çăкăр пурне те пуçлăх.
    Çăкăр умĕнче усал йытă та йăвашланать.
    Çăкăра хире пăрахса хăварма хушман.
    Çăкăр вырăнĕ сĕтел çинче.
    Çăкăр пурнăç тĕвви, пурнăç тытăмĕ, пурнăç тăсăмĕ.
    Çăкăр вăл — пур апатран та апат.
    Выçсан хура çăкăр та кулач пекех тутлă.
    Хура çăкăр çимен — хур курман.
    Типе çăкăр çиекен пуять тет.
    Килти çăкăр — хаклă тупра, ăна куç шăрçине упранă пекех упра.
    Эсĕ çăкăр тĕпренчĕкне те тăмастăн.
    Ан кӳрентер мана, эп санран нумайрах çăкăр çинĕ.
    Çăкăрта вăй — çĕнĕ пурнăç çĕнтерĕвĕ.
    Çăкăрта — пĕтĕм пурнăç.
    Çăкăр пулмасан эпир те пулас çук.
    Çăкăр халăх пуянлăхĕ, пурнăç никĕсĕ, этемлĕх телейĕ, савăнăçĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2007-08-19 22:19:02 вăхăтра улăштарнă. 32936 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005