| 
 
  Система  Регистраци Кěмелли  Юмахсем  Халапсем  Юрăсем  Сăвăсем  Пурнăç йěрки  Ваттисен сăмахěсем  Ялсем  Шупашкар  Ссылкăсем  Добавить  Пěтěм список  Хушмаллисем  Шырамалли  Сайт çинчен  Инструкци![]() ![]() ![]() ![]()  | 
  Улпутпа шуйттан:  
    Пурăнна, тет, пĕр улпут. Пĕррехинче вăл тарçисем мĕнле ĕçленине пăхма каять. Улпута пĕр шуйттан тĕл пулнă. Шуйттан улпут хыççăн кайнă. Çул çинче вĕсем пĕр хресчен ака тунине курнă. Хресченĕ лашине вăрçнă: 
— Эй, шуйттан илесшĕ, çавна та туртаймастăн! — тенĕ. Улпучĕ каланă: — Ав, сана лашине парасшăн, ил! — тенĕ шуйттана. Шуйттан каланă: — Вăл чунĕпе каламасть çав, — тенĕ. Вĕсем малалла утнă. Вĕсем хресчен çемйи тырă акнине курнă. Ачи кăшкăрса макарнă. Амăш каланă: — Шуйттан илесшĕ, чарăнмарĕ паян, — тенĕ. Улпут паçăрхи пекех каланă: — Ав, сана ачине парасшăн, ил! — тенĕ. Шуйттанĕ: — Ачине памасть çав, хăратма çеç калать, — тенĕ. Амăшĕ çав вăхăтра ачине тытнă та чуптăва-чуптăва ыталанă. Кусем малалла кайнă та тарçисем ĕçленине курнă. Тарçисем каланă: — Шуйттан илесшĕ, татах килчĕ! — тенĕ. — Ав, сана илĕр, теççĕ, чунтан калаççĕ, — тенĕ шуйттанĕ. Шуйттан улпута ярса тытнă та хăйпе илсе кайнă.   Тěп страницă  Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 22:01:07 вăхăтра улăштарнă. 14767 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.  | |
  | ||