Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Улпутпа шуйттан:
Пурăнна, тет, пĕр улпут. Пĕррехинче вăл тарçисем мĕнле ĕçленине пăхма каять. Улпута пĕр шуйттан тĕл пулнă. Шуйттан улпут хыççăн кайнă. Çул çинче вĕсем пĕр хресчен ака тунине курнă. Хресченĕ лашине вăрçнă:
— Эй, шуйттан илесшĕ, çавна та туртаймастăн! — тенĕ. Улпучĕ каланă: — Ав, сана лашине парасшăн, ил! — тенĕ шуйттана. Шуйттан каланă: — Вăл чунĕпе каламасть çав, — тенĕ. Вĕсем малалла утнă. Вĕсем хресчен çемйи тырă акнине курнă. Ачи кăшкăрса макарнă. Амăш каланă: — Шуйттан илесшĕ, чарăнмарĕ паян, — тенĕ. Улпут паçăрхи пекех каланă: — Ав, сана ачине парасшăн, ил! — тенĕ. Шуйттанĕ: — Ачине памасть çав, хăратма çеç калать, — тенĕ. Амăшĕ çав вăхăтра ачине тытнă та чуптăва-чуптăва ыталанă. Кусем малалла кайнă та тарçисем ĕçленине курнă. Тарçисем каланă: — Шуйттан илесшĕ, татах килчĕ! — тенĕ. — Ав, сана илĕр, теççĕ, чунтан калаççĕ, — тенĕ шуйттанĕ. Шуйттан улпута ярса тытнă та хăйпе илсе кайнă. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 22:01:07 вăхăтра улăштарнă. 13749 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|