Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Улăп ачи:
Этем ачисем уничере выляса çӳреççĕ, тет. Çаксем патне Улăп ачи пынă, тет те, çавсемпе пĕрле вылясшăн, тет. Хăй çапла каласа юрлать, тет:
Этем ачи-пăчисем, Пĕчĕк шăкăр-макăрссм! Çул тӳпере çăлтăр вылять, Çăлтăр тавраа уйăх вылять, Эсир — çăлтăр, эпě — уйăх, Ман та сирěнпе вылясчě, Выляттарăр-ха мана пěрле!— тесе каларě, тет. Ачасем каларĕç, тет: — Выляма илессе илĕпĕр те, эсĕ малтан ухă персе кăтарт. Уххупа персе кăларса яр та вĕçсе анакан ухă йĕппине шăлупа çыртса чар. Ухă йĕпиине шăлупа тытан-тăк—пирĕнпе выляма илĕпĕр, тытаймасан — айăпĕ хăвăн-та,—теççĕ, тет. Улăп ачи виçĕ аршăплă уххине салтса печĕ, тет те, çӳлелле, хăй ме-. серле выртрĕ те кĕтсе выртать, тет. Нумай кĕтнě-и, сахал-и — ухă йĕппи шăхăрса килет, тет. Улăп ачи ăна шăлěпе кап анчах ярса илчĕ, тет. Унтан каллех, ачасем патне пырса, выляма илме ыйтать, тет. Ачасем, ухă йĕипи шăхăрнинчен хăраса, тарса пĕтнĕ, тет. Улăп ачи каллех юрлать, тет: Этем ачи-пăчисем, Пĕчĕк шăкăр-макăрсем! Çӳл тӳпере çăлтăр вылять, Çăлтăр тавра уйăх вылять, Эсир — çăлтăр, эпě — уйăх. Ман та сирěнпе вылясчě, Выляттарăр-ха мана пěрле! Этем ачисем ăна татах выляма илмеççĕ, тет-ха. — Хав вăйна кăтарт малтан. вара хамăрпа выляма илĕпĕр,—теççě. Улап ачи этем ачисенчен: — Хамăн вăя кăтартас тесен, мĕн тăвас пулать-ха ман?—тесе ыйтать. Лешсем: — Ап çав Атăл куçне чăм та, шыв айĕпе виç çухрăм кайса, пăр шăтарса ишсе тух. Пăр шăтарса тухсассăн, хамăрпа выляма илěпĕр, тухаймасан — анăпĕ хавăнта,—теççĕ, тет. Улап ачи Атăл куçне чăмрě, тет, пăр айěпе çичĕ çухрăм чăмса канрě, тет. Çичĕ çухрăмран çичĕ аршăн шăннă пăра шăтарса тухрě, тет. Улăп ачи çыран хěрне тухса, этем ачисем патне пычě, тет те, юрлать, тет: Этем ачи-пăчисем, Пĕчĕк шăкăр-макăрсем! Çӳл тӳпере çăлтăр вылять, Çăлтăр тавра уйăх вылять, Эсир — çăлтăр, эпě — уйăх. Ман та сирěнпе вылясчě, Выляттарăр-ха мана пěрле! Этем ачисем Улăп ачине çаплах выляма илмеççĕ. Улăп ачине татах ĕç хушаççĕ, тет: — Выляма выляттарăпăр та, эсĕ пире татах хав вăйна кăтарт-ха. Атту пуçĕпе тапса, хĕрĕх чалăш хĕрлĕ тăва виççĕ тапса салатаятăн-и? Салатсан — хамăрпа выляма илĕпĕр, салатаймасан — айăпĕ хăвăнта. Улăп ачи хĕрех чалăш хĕрлĕ ту патне пычĕ, тет те, сулахай урипе тапрĕ, тет, ту сулланса илчĕ, тет; сылтăммипе тапрĕ, тет те, ту саланса кайрĕ, тет. Ту вырăнне тĕмеске кана тăрса юлчĕ, тет. Этем ачисем Улăп ачине вара хăйсемпе пĕрле выляма илчĕç, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-06 11:51:22 вăхăтра улăштарнă. 9973 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|