Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Улăп Уйăх çине çилленни:
Авал Пĕлĕтпе Уйăх пуç тăрнех перĕннĕ, тет. Улăп, Пĕлĕте çӳлĕк вырăнне хурса, алси-çĕлĕкне пĕлĕт çине хунă, тет. Пĕрре асăрхамасăр çамкине Уйăха перĕнтерсе ыраттарчĕ, тет. Улăп тарăхнипе Уйăха пĕррех персе ячĕ, тет. Яка мар пĕлĕт тăрăх Уйăх сиккелесе хăйпăнса пĕтрĕ, тет. «Эх, капла Уйăха пĕтертĕм вĕт. Каçхине мĕнле çутăпа çӳрĕп-ха?» — тесе каялла Уйăх катăкĕсене пуçтарса çыпăçтарчĕ, тет те, ӳлĕмрен перĕнсе ан чăрмантартăр тесе Уйăха Пĕлĕт çумне çакрĕ тет. Çавăнпа Уйăх пĕрре пĕтет, тепре çĕнĕрен пуçтарăнать.
1936 ç. Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Сурăмхĕрринче И.В.Васильевăран И.А.Патмар çырса илнĕ. - ЧПГĂИ ĂА, III, 448, 17 с. Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-21 23:31:41 вăхăтра улăштарнă. 8090 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. | |
|