Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Уйăх тупни:
Пĕр карчăкпа старик пурăннă, тет. Калăм каçхине карчăкĕ шыв ăсма тухнă, тет те, çăлта уйăх, курнă, тет. Хăранипе пӳрте чупса кĕрсе, старике каласа пачĕ, тет, ку.
Старикĕ турчăка илчĕ, тет те, карчăкĕпе уйăха çăлтан кăларма тухса чупрĕç, тет. Вĕсен турчăки çăл пуринчен çакланса ларнă, тет те, ну туртаççĕ, тет. Турчăкин аври тухса каять, тет те, карчăкĕ пĕр çĕре, старикĕ тепĕр çĕре сирпĕнсе каяççĕ, тет. Турчăки шыва шăмпăлт! тутарса анса каять, тет. Старикĕ тăнă чух тӳпери уйăха курах каять, тет, вара карчăкне, хулпуççинчен кăт! тĕксе: — Ах, мур! Пӳрте лартам теттĕм краççын вырăнне. Тухса хăпарса тарчĕ, шельмă! — терĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 17:23:37 вăхăтра улăштарнă. 9130 хут пăхнă. | |
|