Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Усал салтаксене хăратать:
 

    Пĕр салтака вырăна çитсен ик уйăхран хурала янă тет. Тăрсан-тăрсан çакăн патне пĕр йытă хăйсен офицерĕн йытти пек курăнса пычĕ тет. Йытти питĕ ачашланса тăрăх сикет тет. Салтак йыттине çывăха ямасть тет. Вăл офицер килет пуль тесе кĕтсе тăрать тет. Анчах никам та пымасть тет. Улшăнсан салтак юлташĕсене мĕн курнине каласа кăтартрĕ тет. Юлташĕсем: «Унта ĕлĕк те салтаксем çухалнă, вăл йытă мар, Усал», — терĕç тет. Тепĕр уйăхран çав салтакăн каллех çав вырăна хурала каймалла пулчĕ тет. Салтак офицера: «Эп унта хурала каймастăп», — терĕ тет. Офицерĕ: «Мĕншĕн каймастăн тата?» — тесе ыйтрĕ тет. Салтак: «Унта Усал пур», — терĕ тет. Офицер: «Выльăх-чĕрлĕх пулса пырсан пăшалпа персе пăрах, çын пулсан, виççĕ чĕнсе ченмесен ăна та персе пăрах», — терĕ тет. Вара салтак хурала кайрĕ тет. Пăртак тăрсан салтак нăтăрт-нăтăрт тунине илтех кайнă тет. Пăхнă, пĕр ĕне курăк çисе çӳрет тет. Ним тума пĕлмесĕр салтак хырсене хуçса пăшал ăшне ярса пăшалне пере панă тет, ĕни йăваланса кайнă тет. Салтаксем пăшал сассипе хурал пӳртĕнчен чупса тухрĕç тет. Салтаксем: «Мĕн пулчĕ, мĕн пулчĕ?» — тесе ыйтаççĕ тет. Салтак: «Усала персе пăрахрăм», — терĕ тет. — «Ăçта вăл?» — тесе ыйтрĕç тет. — «Авă вăл выртать», — терĕ тет. Енине аяккалла йăвантарса ярса салтакне улăштарса хурал пӳртне каялла кайрĕç тет. Кавак çутăпа салтаксем кайса пăхрĕç тет, ĕни çук тет. Çакăнтан кайран çак вырăнта пĕр салтак та çухалмарĕ тет.
    
    1906 ç. Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Мăн Явăшра çырса илнĕ. Кам çырни паллă мар. - ЧПГĂИ ĂА, III, 6, 225-227 с.
    
Çавăн пекех ытти усалсем çинчен калакан халапсене пăхăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-24 19:47:28 вăхăтра улăштарнă. 6813 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005