Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Уçăп паттăр:
 

    Ытла сěм-авал та мар, халě те мар нихçан уçăлми сěм-тěттěм тěнче Çěнě пурнăç вăйěпе, Тěрěслěх хěвелě хěртнипе тепěр майлă çаврăнса тăнă: тӳнтер енчен пиччěн енне. Кам çавăрса хунă-ха хура тенчене çутă майлă? Хулари Тимěрчпе пěрле ěçлекенсем, Куçук хресчен тата Куçукăн аслă ывăлě Пимěр салтак. Кам ăс парса ертсе пынă вěсене çак ěçре? Çěнě пурнăç çутипе Тěрěслěх хěвелě.
    Хěсěрлесе-пусмăрласа парăнакансем çӳк ěнтě. Çěнě пурнăç çутине тӳсейменнипе, Тěрěслěх хěвелěн вăйне чăтайманнипе мул хуçисемпе тěрлě йăх-ях пěтсе ларнă. Анчах та вěсенчен хăшě-пěрисем, çав тери хаяррисемпе усал чунлисем, вилмен-ха, аçтахана çаврăннă.
    Этем сăнарне илнě аçтахасем çěнě пурнăçа пěрре те килěштермен. Вернě-сурнă вěсем ун çине, вут пěрěхтернě, вăй çитсен, самантрах аркатса тăкма хатěр пулнă.
    Аçтахасен пěр ушкăнě Атăл хěрринчи чăтлăхра пурăннă. Тěрěслех хěвелě çутинчен куçěсене аллисемпе çупласа, пуçěсене чиксе, вăрттăн-хěрттěн çуренě вěсем. Тискерленсе кайнă те, тěттěм çěрле пěр-пěр яла çитне, сăтăрла ěçсем тунă, çěнě пурнăç çинчен элěклě те усал сăмах сарнă. Аçтахасен тěп тěллевě çěнě пурнăç çуттине чатăрпа хупласа хурса сӳнтересси, мал ěмěтлě çынсен пуçне çиесси, вěсене çăтса ярасси пулнă.
    Пěррехинче çапла Çирěклěх ял çыннисем ушкăнпа утă çулма тухрěç. Мала Куçук çулса пырать. Ун хыççăн — Уçăп, Куçук ывăлě. Утă çулакансем питě хаваслă. Кунěпе савăнса ěçлерěç те вěсем, тěттěмленсен, çемçě курăк çине выртрěç, кăвак çутăпах тăрса, каллех хаваслăн утă çулма пуçларěç. Хěвел тухас умěн кунта аçтахасен ушкăнě персе çитрě.
    — Пăрахăр ěçлеме, пěрлешӳллě ěç пулаймасть тěнчене! — шăл виттěр вут кăларса, çиллессěн каларě аçтахасен пуçлăхě.
    Аçтаха шăл хăйрать, Куçук çине вут пěрěхет, юлташлăх, эртел пуçлăхне çăтса яма шутлать, хěç пек аллисене ун еннелле тăсать. Çивěч хěçěпе пěрре çеç çулчě Куçук, аçтахасěн пуçлăхне сылтăм уринчен амантма та ěлкěрчě. Усал вăйсем хăраса тарчěç. Çул çинче уйрăмман çӳрекен вылăхсене çăтса ярса çеç тăранкаларěç вěсем.
    Çырма шывне ушкăнпа пěвелесе пысăк кӳле тума тытăннă вăхăтра аçтахасем каллех персе çитрěç Çирěклěх енне. Çынсем çине вут-хěм сирпěтеççě, хěç пек аллисемпе хăлаçланаççě, чукмар пек урисемпе тапкаланаççě. Хальхинче Куçук аçтахасен пуçлăхне тимěр кěреçепе хулěнчен амантрě.
    Эртел çыннисем ака уйăхěнче ушкăнпа ака турěç, çěртме уйăхěнче ушлăнпа çěртме сухаларěç, утă уйăхěнче утă çулчěç. Савса пăхакан хěвел айěнче симěс капансем епле илемлěн курăнса лараççě улăхра! Халě, çурла уйăхěнче, уйра çурлапа тырă выраççě. Пěтěм ушкăнпа тухнă. Ачи-пăчи те кунтах кěшěлтетет, ěçе хăнăхать: кěлте çыххи хатěрлет, пучах пухать.
    Ыраш вырчěç, пăрçа пухрěç, тулă çěмелěсене лартрěç. Ана тулли сурат, анкарти тулли капан пулчě.
    Хресченсем питě хаваслă çӳреççě. "Çěр хамăр алăра халě, — хěпертеççě, савăнаççě вěсем. — Акнă тырă аван пулě, пěр пěрпěрен пин пěрчě шăтса тухě, пěвě хăмăш пек, пуçě чакан пек пултăр.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

P-Code тӳрлетнě, информацие 2005-06-25 23:02:01 вăхăтра улăштарнă. 8974 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005