Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тутарла ăнланманскерсем:
Мишер арăмĕ пĕр чăваш арăмне хăй патне хăнана илсе каять. Сĕтел çине питĕ нумай çимĕç касса хурать (баурсак, кăрт тата ытти те). Хай чăваш арăмĕн куçĕ-пуçĕ алчăрасах каять. Вăл пĕрне тутанса пăхать, тепĕрне тутанса пăхать. Çуне тивмест — вăл хăйĕн те пур, тутар япалисене çисе пăхма шутлать. Тутар арăмĕ куна çуне те çитерсе пăхтарасшăн, тет:
— Майĕпелен ашша, майĕпелен, — тесе калать, тет. («Çупала çи» тенине пĕлтернĕ ĕнтĕ ку.). Чăваш арăмĕ, ăнланмасăр, ăнтан кайса ларать. Хăй ăшĕнче: «Халиччен ним курман пек васкаса çиме пуçларăм пуль», — тесе калать, тет. Çапах та çикелет, тет-ха. Лешĕ татах: — Майĕпелен çи, нестеке ашшамиссĕн? — тет. Ку пачах çиме чарăнать. Мишер арăмĕ халь пикенсех: — Ницĕк ашшамиссĕн ами, майепелен ашша, çиччас цей ĕçтереп, — тесе калать. «Ку мана йĕкĕлтесе тăрать иккен», — тесе, пирĕн чăваш арăмĕ çилленсе партлатсах тухса каять. Мишер арăмĕ: «Мĕнпе çиллентертĕм-ши?» — тесе, ăнтан кайса юлать. Тепĕр кун чăваш арăмĕ патне каçару ыйтма каять, хăй айăпсăррине пĕлмесĕрех. Калаçсан-калаçсан тин мĕншĕн çилленки палăрать. Тăраниччен кулчĕç, тет, хăйсем. Кайран пасара та пĕрле çӳретчĕç, тет, вĕсем. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 17:38:35 вăхăтра улăштарнă. 8637 хут пăхнă. | |
|