Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Тутарла ăнланманскерсем:
 

    Мишер арăмĕ пĕр чăваш арăмне хăй патне хăнана илсе каять. Сĕтел çине питĕ нумай çимĕç касса хурать (баурсак, кăрт тата ытти те). Хай чăваш арăмĕн куçĕ-пуçĕ алчăрасах каять. Вăл пĕрне тутанса пăхать, тепĕрне тутанса пăхать. Çуне тивмест — вăл хăйĕн те пур, тутар япалисене çисе пăхма шутлать. Тутар арăмĕ куна çуне те çитерсе пăхтарасшăн, тет:
    — Майĕпелен ашша, майĕпелен, — тесе калать, тет. («Çупала çи» тенине пĕлтернĕ ĕнтĕ ку.).
    Чăваш арăмĕ, ăнланмасăр, ăнтан кайса ларать. Хăй ăшĕнче: «Халиччен ним курман пек васкаса çиме пуçларăм пуль», — тесе калать, тет. Çапах та çикелет, тет-ха. Лешĕ татах:
    — Майĕпелен çи, нестеке ашшамиссĕн? — тет.
    Ку пачах çиме чарăнать. Мишер арăмĕ халь пикенсех:
    — Ницĕк ашшамиссĕн ами, майепелен ашша, çиччас цей ĕçтереп, — тесе калать.
    «Ку мана йĕкĕлтесе тăрать иккен», — тесе, пирĕн чăваш арăмĕ çилленсе партлатсах тухса каять.
    Мишер арăмĕ: «Мĕнпе çиллентертĕм-ши?» — тесе, ăнтан кайса юлать. Тепĕр кун чăваш арăмĕ патне каçару ыйтма каять, хăй айăпсăррине пĕлмесĕрех. Калаçсан-калаçсан тин мĕншĕн çилленки палăрать. Тăраниччен кулчĕç, тет, хăйсем. Кайран пасара та пĕрле çӳретчĕç, тет, вĕсем.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 17:38:35 вăхăтра улăштарнă. 8088 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005