Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Тимун куштана тавăрать:
 

    Чăп-чăп уйăхĕ чиперех иртсе пырать. Тимун пурăнать юрласа.
    Анчах пурăна-киле вĕсем арăмĕпе иккĕшĕ пĕтĕм тыррине çисе яраççĕ, сыснипе ĕнине пусаççĕ. Пурнăç хĕсĕне пуслать хайхисен. Нимĕн те çиме юлмасан Тимун пĕр куштан патне тарçа кайса кĕрет.
    Çурхи ĕçсем пуçланаççĕ.
    Хуçи Тимуна сухана кăларса ярать. Тимун хай кĕсрипе пĕрле куштан ăйăрне кӳлет те суха тума тытăнать. Хуçа лаши çăмарта пек, чăп-чăмар, ташласа кăна пырать. Тимун кĕсри вара аран-аран сулланса утать. Çавăнпа Тимун сухара ялан хуçа лашине хăваларах парать.
    Пĕррехинче хуçи уя тухать те, Тимун унăн лашине ытларах ĕçлеттернине курса, тарăхсах каять.
    — Эс мĕншĕн ялан ман лашана хăвалан? — тет.
    Чупса пырать те чăпăркка аврипе тарçи кĕсрине пуçĕнчен çапать. Лешĕ çавăнтах йăванса каять, вилет.
    Çакна курса, куштан Тимун çине сиксе ларать:
    — Кирлĕ мар эсĕ мана! Тухса кай! — тесе хăратать.
    Тимун ăна хирĕç нимĕн те калаймасть. Кĕсрен тирне сĕвет те, ăна миххе чиксе, ăçта куç курать унталла тухса утать.
    Утсан-утсан хайхискер сĕм вăрмана пырса кĕрет. Каç пулать. Тимун ун-кунăн пăхкалать те аякра çутă курать, унталла каять. Вăрман варринче çурт ларнă.
    Пирĕн çилçӳрен чӳречерен пырса пăхать те шалта хуçа арамĕпе еркенĕ ĕçсе-çинине курать. Еркенĕ чиперскер, çап-çамрăк.
    Çав вăхăтра урапа сасси илтĕнет. Тулли лав хапха умне чарăнать.
    — Эй, арăм, хапха уç! — кăшкăрса ярать лавçă.
    Ку килхуçи пулнă. Хуçа арăмĕ хапăл-хапăл апат-çимĕçне кăмакан пытарса лартать, еркĕнне тĕпсăкайне хупать.
    Хуçи пӳртне кĕрсессĕнех Тимун та чӳречерен шаккать.
    — Çĕр каçма кĕртĕр-ха, — тет.
    Ăна шала кĕртеççĕ. Вăл миххине урайне хурать те хай унпа юнашар ларать.
    Хуçи калать:
    — Ырă çыннăм, хăна тăвайманшăн каçар ĕнтĕ. Хам та тин çеç çултан таврăнтăм. Арăм, ав, нимĕнех те хатĕрлеймен.
    — Нимех те мар! — тет Тимун. — Манăн асамçă пур. Вăл пире мĕн кирлине часах тупса парĕ.
    Çапла калать те вăл миххине урипе тĕкет. Михĕри тир шакăр-шăкăр тăвать.
    — Пур! — савăнса ури çине сиксе тăрать Тимун. — Çав тери тутлă апат-çимĕç те, эрех те!
    — Ăçта?
    — Кăмакара.
    Кăмака питлĕхне илсе пăхаççĕ: чăнах та, унта — çимелли те, ĕçмелли те.
    Сĕтел хушшине ларсан xуçи калать:
    — Пурлăх та пур ĕнтĕ манăн. Арăм та лайăх. Анчах тертĕм пысăк. Ачасем пурăнмаççĕ. Çуралсанах вилеççĕ. Асамçунтан ыйт-ха, пулăшаймасть-и?
    — Пулăшать, — тет Тимун. Миххи патне пырать те урипе тĕкет. Кĕсре тирĕ каллех шакăртатса илет.
    — Пĕлтĕм! — кăшкарса ярать Тимун. — Сан пӳртӳнте шуйтан çури пурăнать иккен. Çавăнпа ачусем вилеççĕ.
    — Ах ту-ур! Апла ăна хуса яма пулăш-ха.
    — Юрĕ, пулăшăп, — килĕшет Тимун. Аллине патак тытать те тĕпсакайне сикет, унта пытаннă еркĕне хĕнеме тытăнать.
    Ку вăл таврара пурте пĕлекен пуян çын пулнă.
    — Тархасшăн ан хĕне. Пĕр хутаç укçа парăп! — тет вăл.
    Çавăнтах Тимуна укçа хутаçĕ кăларса тыттарать.
    — Юрĕ, тивмĕп, — килĕшет Тимун. — Хӳре çыпăçтарăп та кăларса ярăп.
    Чăнах та вăл еркĕн çумне хӳре çыпаçтарать те тĕпсакайĕне уçать. Лешĕ çĕмрен пек урамалла тапса сикет, хӳри кăна курăнса юлать.
    Çакна курсан килхуçи тĕлĕнсех каять: "Асамçуна сут" — тесе Тимуна тархаслама тытăнать.
    — Юрĕ, — килĕшет лешĕ. — Эсĕ мана ун вырăнне пар лаша кӳлнĕ урапуна пар.
    Тимун вара ăна тир хунă миххине парса хăварать те хăй пар лашапа килне таврăнать.
    Çул çинче ăна хуçи, куштан, курать:
    — Епле пуйма пĕлтĕн эсĕ? — тет.
    — Вăрман леш енче тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр лаша тирешĕн икĕ лаша тата пĕр хутаç укçа параççĕ, — хуравлать Тимук.
    Куштанăн хайхи çав тери пуясси килсе каять. Вăл хăйĕн мĕнпур лашисене пусать те тирĕсене сĕвет, вара вăрман енне тухса утать. Пĕр яла çитсе кĕрет.
    — Лаша тирĕ кама кирлĕ? — тесе кăшкăрса çӳрет.
    — Мĕн хак? — пĕлесшĕн пулаççĕ çынсем.
    — Йӳнĕпех паратăп. Кашни тиршĕн икĕ лаша тата пĕр михĕ укçа...
    "Ку çын ухмаха тухнăскер", — шухăшлаççĕ çынсем, çавăнтах унтан-кунтан çапкаласа илеççĕ те ялтан хуса кăлараççĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2007-08-12 18:39:13 вăхăтра улăштарнă. 6753 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005