Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Тилěпе упа:
Тилĕпе упа тус пулнă. Вĕсем пĕрле ĕçсе çинĕ. Вĕсен пĕр черес пыл пулнă.
Ăна тилли вăрттăн çинĕ. Упи калать, тет: — Пыла кам çинĕ? — тесе калать, тет.— Эс çинĕ пуль! Тилли калать, тет: — Эп çимен, ху çинĕ пуль!— тесе калать, тет. Упи калать, тет: — Эп çимен! Тилли калать, тет: — Атя кăмакана кутăн тăрса хěртĕнер!— тесе калать, тет.— Камран пыл тухать, çав айăплă пулĕ. Упи калать, тет: — Атя, эппин, тăрар! Тăраççĕ, тет, кăмака хутнă чухне. Тăра-тăра упи çывăрсах кайнă, тет, Упи çывăрса кайнă, тет те, тилли пыл илнĕ, тет, упи çумне сĕркеленĕ, тет. Упана: — Тăр-ха!— тесе калать, тет.— Санран пыл тухрĕ,— тесе калать, тет. Упа айăплă пулчĕ, тилли тӳрĕ пулче, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-07-31 17:05:24 вăхăтра улăштарнă. 9666 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|