Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Телей уççи:
 

    Ěлĕкех-ĕлĕкех, сĕм авалах пулнă, теççĕ, ку ěç.
    Пĕр чăваш ялĕнче питĕ чухăн çын пурăннă. Унăн кашни çул пĕрер хĕр çуралса пынă. Старикĕн çав тери хăй ятĕнчен пĕр ывăл та пулин ӳстересси килнĕ. Анчах унăн арăмĕ шавах хĕр хыççăн хĕр çуратнă.
    Арăмĕ çиччĕмĕш хут йывăр çӳренĕ чухне старик юмăçа каять. Юмăç карчăк калать куна:
    Çитмĕл те çичĕ тинĕсĕн леш енче сĕтлĕ кӳлĕ пур, çав сĕтлĕ кӳлĕ варринче çавра утрав пур, çавра утрав çинче çиçĕм чулĕ выртать, çав çиçĕм чулĕ айĕнче, кěмĕл мăйăр хуппи ăшĕнче телей уççи выртать. Çиччĕмĕш хĕрне çав телей уççине кайса илтерсен, санăн мăшăру ывăл ача çуратса парĕ,— тет.
    Старик пуçне усса килне таврăнать те мĕн илтнине арăмне каласа парать. Лешĕ, нимĕн сăмах чĕнмесĕрех, тĕпсакайне анса, тата тепĕр хĕрача çуратса тухать. Çиччĕмĕш хĕрĕн пичĕ пĕр енĕ уйăх, тепĕр енĕ хĕвел, тет.
    Хĕр кунпа мар, сехетпе ӳсет. Çичĕ уйăх иртсенех, вăл çав тери хитре юрăсем юрлама вĕренет. Çав юрă-кĕвĕсемпе пĕтĕм çутçанталăк ӳсĕрĕлсе кайнă пек пулать, кайак-кĕшĕксем, тискер кайăксем — пурте ташша яраççĕ.
    Ӳсет хĕр, пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе. Анчах пăхать вăл ашшĕ-амăшĕ çине — ашшĕ-амăшĕ вăл ӳссе çитĕннишĕн пĕртте хавас мар.
    — Анне, мĕншĕн эсĕ яланах салхуллă? Мĕншĕн санăн куçусем куççуллĕ?— тет хĕр.
    — Эх, пепкем! Ывăл çуралас çĕртен хĕр çуралтăн. Çавă тĕксĕмлетет пирĕн телее,— тавăрать амăшĕ, хаш та хаш сывласа.
    — Эпĕ мĕнпе пулăшам сире, ырă аннеçĕм?— ыйтать хĕр.
    Амăшĕ ăна юмăç канашĕ çинчен каласа парать. Хĕр çавăнтах амăшĕн кăкăр сĕчĕпе çăрса тунă пашалу пĕçерттерет те инçе çула тухса каять.
    Çитнĕ-и, çитмен-и сарă хĕр сĕтлĕ кӳлĕ варринчи утрав çине, тупнă-и, тупман-и вăл çиçĕм чулĕ айĕнчи телей уççине— ун çинчен юмах пĕлмест. Анчах хĕр кайса çухалсассăнах арăм каллех йывăр çын пулать те тăхăр уйăхран сап-сарă çӳçлĕ ывăл ача çуратса парать.
    Çичĕ çулта çичĕ уйăх иртет, ывал ача кунран-кунах ӳсет, çывăхри вăрмансене сунара тухса çӳрекен пулать, унтан инçетри-инçетри çĕршывсене кайса курса çӳреме кăмăл тăвать.
    Иртет пĕр кун, иртет ик кун, иртет виçĕ кун. Виçĕ кун мар иртет-мĕн çĕр çинче, виçĕ çул та иртет, анчах карчăкпа старикĕн ывăлĕ çаплах таврăнмасть. Çилсем те вĕреççĕ çичĕ тинĕс леш енчен, карапсем те ишеççĕ хумсем урлă, купсасем те таврăнаççĕ ют патшалăх çĕрĕсенчен — карчăкпа старикĕн ывăлĕ çаплах таврăнмасть. Ěнтĕ ашшĕпе амăшĕн çӳçĕсем юр пек шуралса кайрĕç. Вăхăт мар шуратать ват пуçа, йывăр хуйхăпа вĕри куççуль шуратать.
    Пĕрре çапла çак ватăсем патне иртен-çӳренсем хваттере çĕр выртма чарăнаççĕ.
    — Ну, куртăм-тăк куртăм тĕлĕнмелле мыскара! Çав-çав çĕрте çав-çав хуçан сад пахчи пур: çулçисем çупаççĕ, улмисем ташлаççĕ,— тет пĕри.
    — Вăл-и мыскара! Вăт эп куртăм-тăк куртăм: çав-çав çĕрте çав-çав купсан пĕр çил арманĕ пур; çилсĕр-мĕнсĕр авăрать, сĕтлĕ çăмах кăларать,— тет тепри.
    — Эсир эпĕ курнине ĕмĕрне те курас çук,— пӳлет икĕ юлташне виççĕмĕш старик.— Çав-çав çĕрте, çав çĕрте, çичĕ тинĕс леш енче, сĕтлĕ кӳлĕ варринче çĕлĕк пек утрав пур. Çав утравра пĕр хĕр-пике патша пулса пурăнать. Хăйĕн пичĕ пĕр енĕ уйăх, тепĕр енĕ хĕвел. Унăн тăван шăллĕ пур, çĕн уйăхпа çĕнелет, кив уйăхпа кивелет. Çак пике-патшана пĕтĕм чĕрчунсем, выльăх-чĕрлĕхсем, кайăк-кĕшĕксем пăхăнса пурăнаççĕ. Унăн кĕвви-юррисемпе пĕтĕм çутçанталăк чарăна пĕлмесĕр юрласа, ташласа тăрать. Çак хĕр-пике аллинче — телей уççи. Кам ăна шанать, ĕненет, вăл çав уçăпа унăн телейне уçса парать. Ку вăл чăн та чăн телĕнмелле мыскара!
    Çил вĕрет те тамалать. çын вилет те ăсанать, йĕр пулать те çухалать, анчах пĕр каланă хыпар нихçан та çухалмасть. Çак патшалăхри çынсем телей патшине хăйсем патне килсе пуçпулса пурăнма тилмĕрме пуçлаççĕ. Пĕрре çитереççĕ хыпар — пике килмест, иккĕ çитереççĕ — пике килмест, виççĕмĕшĕнче, пĕтĕм халăх кăмăл тумламĕнчен кучченеçсем хатĕрлесе, çичĕ хĕрпе пĕр ывăл ашшĕне, шап-шурă çӳçлĕ старике, аслă йыхрава кăларса яраççĕ.
    Çитет старик асамлă çĕршыва, курать мухтавлă патшапа унăн тăванне. Курать те — вĕсем иккĕшĕ те хăйĕи юнĕнчен ӳтленсе пулнă хĕрпеле ывăлĕ иккенне уйăрса илет. Вара вăл çавăнтах, чĕркуçленсе ларса, халăх кăмăлĕн кучченеçне вĕсем умне пырса хурать.
    Юмах суять пулĕ те, анчах эпе хам суймастăп. Çав хĕр халĕ те пулин телей уççипе халăх ĕмĕтне уçа-уçа парать, теççĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-20 15:04:38 вăхăтра улăштарнă. 9735 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005