Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Сурхури юррисем:
 

    Çитрĕ, çитрĕ сурхури!
    Сурхури, сурхури терĕмĕр,
    Сурхури çитрĕ курăнать.
    Атьăр тухăр, ачасем,
    Урам тăрăх кайăпăр,
    Килĕрен киле çӳрĕпĕр,
    Килĕрен кукăль чӳклĕпĕр.
    * * *
    
    — Мучи, пире кĕртетни?
    Кĕртмесессĕн каятпăр.
    — Кĕртет, кĕртет, ан кайăр.
    — Кинемей, пире кукăль пар.
    Паратни те памасни?
    Кукăль памасан каятпăр.
    — Парать, парать, ан кайăр.
    * * *
    
    Сурхури!
    Сурăхсем путек туччăр-и,
    Арăмсем ача туччăр-и,
    Хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и?
    Кĕрпе пур-и, çу пур-и?..
    Сак тулли ача-пăча,
    Урай тулли путекки,
    Пĕр вĕçĕ шывра пултăр,
    Тепĕр вĕçĕ — картара!


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-08-23 20:47:14 вăхăтра улăштарнă. 12705 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005