Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Сĕрен юррисемпе такмакĕсем:
Тимухха пичче-ев!
Тянь-тянь тяппи-и! Кĕл вучахĕнче Икĕ çăмарти-и пулмĕ-ши-и? Ытах икĕ çăмарти пулмасан Уша юпи тăрринчи Икĕ пус укçи-и пулмĕ-ши-и? Эпир каламастпăр — Ачасем калаççĕ! * * * Эй, хуçа килте-и? Çапла-çапла çӳретпĕр, Авалхи йăлана пăрахмастпăр, Çĕнĕрен йăла кăлармастпăр. Тӳрчки çине мĕн утланать? Тараккана мĕн çиет? Хăнкăлана мĕн çиет? Вун ик кукăль, пĕр чĕрес сăра! * * * Пире сăра памасан Пички пăкки хуçăлтăр; Пире чăкăт памасан Ĕне сĕтне типĕттĕр; Пире çмарта памасан Чăххин кучĕ питрĕнтĕр. * * * П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен! У ш к ă н п а: Пире сăра памасан Чир-чĕр тухса ан кайтăр! П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен! У ш к ă н п а: Пире эрех памасан Чир-чĕр туртса хутлаттăр! Пĕри: Сĕрен! Сĕрен! У ш к ă н п а: Пире укçа памасан Киремечĕ тапăнтăр! П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен! У ш к ă н п а: Пире пăрçа памасан Шĕпĕнпеле аптратăр! П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен! У ш к ă н п а: Пире çмарта памасан Ирĕх çырлахма ан пĕлтĕр! П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен! У ш к ă н п а: Пире сĕт-çу памасан Ĕне сĕтне типĕттĕр! П ĕ р и: Сĕрен! Сĕрен! У ш к ă н п а: Кăна эпир ыйтмастпăр, — Пир(ĕ)н ачисем ыйтаççĕ. П у р т е: Сĕрен! Сĕрен! * * * Сĕрен! Сĕрен! Сĕрен! Паян пирĕн мĕскер тумалла? — Анатран тăвалла тухмалла. Айли кăна хайли ай хайли. Ах, тăвансем, пĕрле шут тăвар, Ялти ватăсене пуççапар. Ваттисене пуççапса пуç ӳкмĕ, Ваттисен пехилĕ çĕре ӳкмĕ. * * * Çак çĕрĕн тăршшĕпе çӳрекен — Карта урлă сикен кашкăр пек. Айлюк, айнур, айлим, ай-хайлим. Çак çĕрĕн тăршшĕпе çывракан — Сак айĕнче ларан шур хур пек. Урхамахсем урпа çиеççĕ, Шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ. Пире çиекенсем çиеççĕ, Хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. * * * Кĕçĕр йăва çиетпĕр, Ыран пăтă çиетпĕр. Кĕçĕр сĕрен! теетпĕр, Ыран мункун! теетпĕр. * * * Сĕрен те сĕрен тееççĕ, Ыран та мункун тееççĕ. Вун икĕ чăрăш пĕр кутран: Тăрринчен татас, шан тăвас, Çурринчен çурас, çурт тăвас. Тăмана тытрăм, хуплу турăм Шăнтарай умне кучченеç. * * * Сĕрен, сĕрен терĕмĕр, Сĕрен çитсе иртсе кайрĕ. Халĕ паян мункун пулать, Мункун пăтти çиетпĕр, Ыран яшка çиетпĕр. Чир-чĕрсене тартрăмăр, Халĕ сывă пурнатпăр. Карчăккисем юрлаччăр, Стариккисем ташлаччăр. * * * Упи каçман çырминчен эпир каçса килтĕмĕр. Упи тухман вăрманчен эпир тухса килтĕмĕр. — Эй, аппа, тус аппа, тус аппа, пире кала-ха. Çӳл ампарта вир пăтти — çиейресчĕ çупала... — Йытă кулли пултăрах, йытă кулли пултăрах. Хĕвел анать, каç пулать, выляйрасчĕ хĕрпеле. — Кĕтни харам пултăрах, кĕтни харам пултăрах. Ашшĕ хаяр тееççĕ, ашшĕ хаяр тееççĕ. — Алтăр тĕпĕ сыв пултăр, алтăр тĕпĕ сыв пултăр. Амăш хаяр тееççĕ, амăш хаяр тееççĕ. — Курка тĕпĕ сыв пултăр, курка тĕпĕ сыв пултăр. Пиччĕш хаяр тееççĕ, пиччĕш хаяр тееççĕ. — Черкке тĕпĕ сыв пултăр, черкке тĕпĕ сыв пултăр! Инкĕш хаяр тееççĕ, инкĕш хаяр тееççĕ. — Енчĕк тĕпĕ сыв пултăр, енчĕк тĕпĕ сыв пултăр! Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-08-23 22:52:30 вăхăтра улăштарнă. 9931 хут пăхнă. | |
|