Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Пуппа тарçи:
Пурăннă пулнă пĕр пуп. Пĕрре пуп тарçă тытнă та килне илсе пынă.
— Ну, тарçă, лайăх ĕçле. Лайăх ĕçлесен, ахаль тумастăп,— терĕ пуп. Тарçă пĕр эрне пурăнсан, утă çулмалли вăхăт çитнĕ. — Ачам, — тет пуп тарçине, — турă пулăшнипе чипер выртса çывăрар та ыран ирех утă çулма кайăпăр,—тет. — Юрать, — тет тарçă пупне. Хай кусем ирхине ирех тăчĕç. Ирех тачĕç те, пупĕ матăшкине калать: — Маташкă, пире ирех апат çитер-ха, эпир улăха утă çулма каятпăр, — тет. Майри сĕтел çине апат илсе пырса лартрĕ. Пупĕпе тарçи çирĕç те, пупĕ тарçине калать: Ларнă-ларнах, кантăрлахи апат та çиер, вара канмасăр каçаллачченех çулар, — тет. Тарçи: — Юрать, — тет. Майри кантăрлахи апат та илсе пырса лартрĕ. Пупĕпе тарçи пĕрер кашăк çирĕç те тăранчĕç. Пупĕ тарçине калать: — Ларнă-ларнах, каçалла апачĕ те çиер, вара каçхи апатченех çулăпăр, — тет. — Юрать, — тет тарçи. Пуп майри каçаллахи апат та пырса лартрĕ. Весем каллех пĕрер кашăк сыпрĕç те тăранчĕç. Пупĕ: — Ларнă-ларнах, каçхи апат та çиер, — тет. — Юрать, — тет тарçи. Пуп майри каçхи апат та илсе пырса лартрĕ. Пĕрер кашăк сыпрĕç те тăранчĕç. Тарçи хай чаппанне илчĕ те тухса кайма хатĕрленчĕ. — Ăçта каятăн эсĕ? — тет пупĕ. — Мĕнле ăçта? Хăвăрах пĕлетĕр, пуп атте, каçхи апат çисен, кам ĕçлет. Каçхи апат çисен, çывăрма выртаççĕ, — тет. Лупасайне кайре те тарçи тепĕр тул çутăличчен çывăрчĕ. Çавăнтан кайран вара пупĕ тарçине нихçан та пĕрре ларсан ирхи, кантăрлахи, каçаллахи тата каçхи апат çитермерĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-10-09 21:29:30 вăхăтра улăштарнă. 13637 хут пăхнă. | |
|