Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Пукане:
 

    Çулпа пӳрне пек пĕчĕк çеç пукане утса пырать. Вĕр-çĕнĕ шап-шурă кĕпепе, çап-çут тухъяпа, сап-сар çăпатапа. Шурă кĕпи вăр-вăр вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шăнкăр тăвать, çĕнĕ çăпати пусмассерен шатăртатать. Çак хитре пукане çулпа пырать-пырать те çерçие тĕл пулать.
    — Ăçта каятăн, пукане тус?—тет çерçи.
    — Каччă шырама каятăп,—тет пукане.
    — Каччă тěрěш хам пулам,—тет çерçи.
    — Пулассу пулăн та,—тет пукане,—ташшу-юрру мĕнле-ши санăн?
    Çерçи юрлама, ташлама пуçларĕ. Çӳçне-пуçне тăратса, пĕрре-иккĕ сиккелесе те илчĕ. Хăй чилик-чилик тесе юрлать.
    Пукане тата ыйтать:
    — Пурнăç йĕрки епле санăн? Çерçи калать:
    — Аçта тыр пур, унта çиетĕп; ăçта улăм пур, унта чаваланатăп. Какай çиес килсен, хурт-кăпшанкă шыратăп.
    Пукане шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те çерçие калать:
    — Аюк, сана качча пымастăп: санăн юрру та питĕ кĕске, сăвăллă мар, тата, улăм çинче чавалансан, манăн шурă кĕпе тусанланать.
    Çерçи пĕр чĕнмесĕр, те хурланса, те хурланмасăр, вĕçсе кайрĕ.
    Пукане хăй çулĕпе малалла утрĕ. Пырать-пырать—ула курака тĕл пулать.
    Ула курак калать:
    — Аçта каятăн, пукане тус?
    — Каччă шырама каятăп,—тет пукане.
    — Каччă терĕш хам пулам,—тет ула курак.
    — Пуласси пулăн та,—тет пукане,—санăн ташшу-юрру епле?
    Ула курак, кра-ак, кра-ак тесе кăш-кăрса, транк-транк сиккелесе илчĕ. Ташши-юрри çав пулчĕ.
    Пукане тата ыйтать:
    — Пурнăç йĕрки епле санăн?
    Ула курак калать:
    — Аçта тирĕс пур, унта чаваланатăп; ăçта çӳп-çап пур, унта апат шыратăп.
    Пукане каллех шухăшласа тăчĕ-тăчĕ те ула курака калать:
    — Аюк, сана качча пымастăп. Санăн ташшу-юрру та илемсĕр, тата, çӳп-çап çинче çӳресен, манăн çĕнĕ çăпата вараланать.
    Ку сăмахсене илтсен, ула курак та кăраклата-кăраклата вĕçсе кайрĕ.
    Пукане малаллах утрĕ-ха. Утать-утать, ăна хирĕç пĕр шăши хăлхисене тăратса пырать.
    — Аçталла каятăн, пукане тус?—тет шăши.
    — Каччă шырама каятăп,—тет лешě.
    — Каччă терĕш хам пулам,—тет шăши.
    — Пуласса пулăн та, санăн юрру-ташшу епле?—тет пукане.
    Шăши сĕрме купăс сĕрнĕ пек çинçе сассипе юрлама пуçларĕ: чи-чи чик-ки-чикки-чи-и, чи тет. Хăй, пĕчěкскер, вĕтĕ урисемпе йăпăртатса ташласа та илчĕ. Пукане пăхса тĕлĕнсе кайрĕ. Хăй çаплах шăширен:
    — Пурнăç йĕрки епле санăн тата?—тесе ыйтать.
    Шăши хăй пурнăçĕ çинчен калама тытăнчĕ:
    — Чи-чи, чи-чи, пуçламан пӳлмене хам пуçлап, пуçламан çу чĕрессине хам пуçлап. Пĕр алли ман пыл çинче, тепĕр алли çу çинче. Мĕн çиес терĕн, çавна çи. Эпе ампарта икě пӳлме хушшинче пурăнатап. Манан пурнăç тап-таса, яп-яка. Атя, курсан—ытараймăн.
    Шăши чылайччен хăй пурнăçне мухтаса юрларĕ. Хăй хăрах аллипе, илемлĕн курăнасшăн, сухалне якаткаласа тăрать.
    Каччăсене тиркекен пукане хайхи шăшие качча кайма шут тытрĕ. Хăй ăшĕнче кăшт шухăшласа тăнă пек турĕ те шăшие каларе:
    — Юрĕ, эппин, сана качча пырас пуль.
    Шăшипе пукане, алăран алла тытăнса, шăши патне кайрĕç. Килне-çуртне пăхса çӳресен, туй тăвас терĕç. Шăши хăй тусĕсене пурне те чĕнчĕ. Туя пурте часах çитрĕç. Кунта такам та пур: арлан, шăши-юс (яп-якаскер) тата нӳхрепри сăра пички хыçĕнче пурăнакан йĕкехӳре. Пурте хыпаланса-ĕштеленсе çӳреççĕ. Шăшипе пукане килте мĕн ĕçме-çиме пур, пĕтĕмпех кăларса лартрĕç.
    — Ěçĕр-çийĕр, хăнасем! Асăнăр пуян шăши туйне!
    Хăнасем ĕçрĕç, çирĕç те ӳсĕрĕлчĕç. Кĕсле-купăс каласа, яра пачĕç ташша. Çĕр чаван арлан, тусан кăларса, кутăн-кутăн чакса ташлать. Пурте пит ташларĕç. Ташласан-ташласан, ывăнчĕç пулас — чарăнчĕç. «Пуканене ташлатас»,—тее пуçларĕç. Пукане сиксе тăчĕ те, хăйпе мухтанса, хăйне хăй тăрăххăн пăхса ташлама пуçларĕ. Калама та çук хитре ташлать. Тенкисене шăнкăртаттарса шуса çеç çӳрет. Пĕтĕм туй халăхĕ, тĕлĕнсе кайса, алă çупать. Пукане мĕн чухлĕ ташланă, çавăн чухлĕ пукане пуçĕ çӳлелле çĕкленет. Ентĕ çĕре те пăхми пулчĕ хăйне хăй тăрăххăн çеç пăхать. Çапла ташласа çӳренĕ чухне пукане ăнсăртран сăра катки çине кĕрсе ӳкрĕ. Шурă кĕпи вараланчĕ. Пукане, хăнасене пăрахса, кěпине çума шыв хěрне каять.
    Шыв хĕрринче хайхи пылчака путнă ларнă. Тухас тесе тапаланать —тухаймасть. Çăлкаланнăçемĕн лачакана шаларан шала кĕрсе каять. Кам та пулин курса туртса кăлармĕ-ши тесе, унталла-кунталла пăхкалать. Йăмра тăрринче хай çерçи лара парать, чилик-чилик тесе пĕр шухăшсăр юрлать. Аялта, пылчăк çинче, пуканене курах кайрĕ.
    — Мĕн тăватăн эсĕ кунта, пукане тус?—тесе ыйтрĕ çерçи юрласа ларнă хушăран.
    — Кĕпе çума килтĕм те пылчăка кĕрсе лартăм. Туртса кăлар-ха мана,—тет пукане.
    — Чилик-чилик, аюк! Эпĕ сана пылчăкран туртса кăларса çӳреме ухмах мар: эсĕ ху мана тиркесе качча пымарăн,—терĕ çерçи.
    Кайăк юрласа ларчĕ те урăх çěрелле вă-ăр вĕçсе кайрĕ. Пукане пылчăк ăшнелле кĕнĕçем кĕрет, кам та пулин иртсе çӳрекен тĕл пулмĕ-ши тесе, унталла-кунталла хурлăхлă пăхкалать.
    Ак хайхи ула курак лаплаттарса вĕçсе пырать.
    — Кра-ак! Кра-ак! Мĕн тăватăн эсĕ кунта, пукане тус?—тесе ыйтать ула курак.
    Пукане пылчăк çинче тапаланать. Хăй макăрас пек пулнă. Ула курака тилмĕрсе калать:
    — Пылчăка лартăм-çке эпĕ, туртса кăлар-ха мана.
    — Мĕн сана туртса кăларасси пур? Ху мана тиркерĕн, качча пымарăн,—терĕ ула курак. Çунаттисене лăппи-лаппи саркаларĕ те ăшă тирĕс салатма вĕçсе кайрĕ.
    Пукане каллех пĕчченех тăрса юлчĕ. Пăхкалать-пăхкалатъ — никам та çук. Хăй лачакана путнăçем путать. Кăкăр таран кĕрсе ларчě ĕнтĕ. Хăлхине тăратса, çын иртсе кайнине итлет. Шăпăрт. Пĕр сас-чĕвĕ те çук, никам та иртсе çӳремест. Тĕттěм пулса килет. Пукане чун хавалĕпе тухасшăн тапаланать — тухаймасть. Тапалана-тапалана лăп мăй таран кĕрсе ларчĕ. Кăшт тăрсан, хай ӳсĕр çын сассисем илтĕне пуçларĕç,— хайхи туя пынă шăши тусĕсем хăнаран саланаççĕ пулмалла. Пукане, çынна сиссен, çухăрма пуçларĕ. Хĕрĕнкĕрех хăнасем хыпаланса чупса пычĕç те пуканене кăларма тытăнчĕç. Пурте пуканене икĕ хулĕнчен тытрĕç те шăла çыртса, ура тапса туртаççĕ. Туртрĕç-туртрĕç — кăлараймарĕç, икĕ хулне те татрĕç. Хулĕсем тухса кайсан, тата пуçĕнчен тытса турта пуçларĕç. Ăшша пиçсе, пĕтĕм вăйран туртаççĕ — çук, тухмасть. Туртрĕç-туртрĕç те — пуканен пуçĕ те татăлса кайрĕ. Пĕтрĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-06 10:08:06 вăхăтра улăштарнă. 11925 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005