Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Пуйма каякан вилсе килнĕ:
 

    Ĕлĕк пĕр ял хĕрринчи пĕчĕк пӳртре карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен икĕ хĕр пулнă: пĕри хальхи пурăнакан арăмĕнчен, тепри вилнĕ арăмĕнчен пулнă. Анчах çак ĕлĕкхи арăмĕнчен юлнă хĕрне хальхи арăмĕ питĕ юратман, пĕрмаях хĕртсе-хĕнесе çеç усранă. Ашшĕ ĕç патĕнчен таврăнсан та, ăна тем тĕрлĕ элек парса, санăн хĕрӳ çапла усал тесе хĕнеттернĕ. Тата апат çитермесĕр е кĕпе-йĕм тăхăнтармасăр та питĕ асаплантарнă.
    Килтисем çавăн пек юратман пулсан та, ялйышсем çак хĕре питĕ юратнă. Вăл питĕ селĕм, питĕ лайăх пулнă. Кирек ăçта пулсан та, çынсене пулăшма ӳркенмен: кĕпе çунă çĕрте те, шыв кӳнĕ çĕрте те. Çак карчăкăн хăйĕн хĕрĕ çакăн пек селĕм, хитре пулман, ĕç патĕнче те питĕ начар пулнă, çапах вăл ăна юратса уйрăм çимĕçсем пĕçерсе çитернĕ, шукăль тум-тир тăхăнтарнă. Çакна курсан, хайхи тăлăх хĕр пушшех пит кулянса, макăрса пурăннă. Ана амăшĕ темиçе хут та вĕлерме шухăшланă, анчах ку таранччен стариккине хăйса калайман.
    Пĕрре, темшĕн питĕ çилленнĕ чухне, çак карчăк стариккине каларĕ, тет:
    — Эпĕ санăн хĕрӳпе пурăнаймастăп, ăна эсĕ кирек ăçта кайса яр. Ытла хĕрхенетĕн пулсан, мана хама вĕлерсе пăрах, — терĕ, тет.
    Вара старикки ун çинелле мăль çаврăнса пăхрĕ те каларĕ, тет:
    — Кирек мĕн ту, эпĕ пĕлейместĕп.
    Çакна илтсен, карчăкки старике мĕн тумаллиие вĕрентме пуçланă:
    — Эсĕ ăна ыран, кăмпа татма тесе, аякри вăрмана кайса яр. Унта вăл хăех вилет, ăна тискер кайăксем çисе яраççĕ. Ху, çавăнталла кайса вутă татам-ха тесе, кай та йывăç тăрне кантрапа пуленке çакса хăвар. Вара Санюк, пирĕн атте унта вутă татать пуль тесе, сан патна пырса пăхмасть. Эсĕ ху килелле вĕçтер, — тенĕ.
    Тепĕр кун старик чăнах карчăк каланă пекех тунă. Санюкне пысăк пĕрне панă та хăй, пуртă илсе, вăрманалла уттарнă. Унта Санюкне кăмпаллă вырăн тупса парса:
    — Эсĕ кунта кăмпа тат, эпĕ çавăнталла кайса вутă çурам-ха, —тесе хăварнă. Хăйĕн куççулĕсем шăпăр-шăпăр юхнă.
    Пăртак шаларах кайсан, карчăкки каланă пек, вутă пуленкине йывăç тăрне çакнă та килелле уттарнă. Вутă пуленки, чăнах çилпе сулланнипе йывăçа перĕнсе, шалт-шалт! туса тăнă. Каç пулса кайнă, хĕр, пĕрне тултарасчĕ тесе, кăмпа татнă: «Атте те вутă çурса пĕтереймерĕ пулас-ха»,— тесе шухăшланă. Вара, куç курми пула пуçласан, Санюк ашшĕ патнелле кайнă. Шырать-шырать, тет, ашшĕ çук, вутă çурни кунтах илтĕнет пулин те. Вара пуçланă кăшкăрма, ашшĕ çапах сас паман. Ашшĕне шыракаласа çӳренĕ чухне Санюк çӳлелле пăхнă та вутă пуленки шалтлаттарнине курнă. Вара вăл, ашшĕ улталаса хăварнине пĕлсе, киле кайма çул шырама пуçланă.
    Çӳрерĕ-çӳрерĕ, тет те, тухрĕ, тет, пĕр çаран çине. Унта утă капанĕсем тĕл пулчĕ, тет. «Çак утă капанĕ çинчен çул курайрăп-и-ха», — тесе, Санюк, капан тăрне улăхса кайса, йĕри-тавра пăхрĕ, тет. Анчах ниçта та пĕр çул та курăнмасть, тет. Капантан аякрах мар çаран çинче качакасем çӳренине курчĕ, тет, пуçларĕ. тет, юрлама:
    
Вуник качака килет, 
Пĕр мăйраки ылтăн, 
Пĕр мăйраки кĕмĕл,—

    тесе юрлать, тет.
    Вара качакисем, капан патме пырса, ылтăнпа кĕмĕл пăрахса хăварчĕç, тет.
    Хĕр тата юрлать, тет:
    
Вунпĕр качака килет, 
Пĕр мăйраки ылтăн, 
Пĕр мăйраки кĕмĕл.

    Качакасем каллех ылтăнпа кĕмĕл пырса йăвантарчĕç, тет. Хĕр çавăн пек пĕр качакана çитиччен юрларĕ, тет. Качакисем пĕрмаях ылтăнпа кĕмĕл йăвантарнă. Вара, ирпе тăрсан, Санюк укçасене пуçтарнă та киле таврăннă.
    Амăшĕн, çакăн чухлĕ укçа курсан, куçĕсем чарăлса кайна: унăн тата ытларах тупас килнĕ. Вара карчăк стариккине Санюк епле укçа тупса пуйса килнине каласа кăтартнă, Лисука та, хăйĕн хĕрне, çавăн пекех кайса пуйтарасчĕ, тенĕ. Вара вăл, Санюка ачашласа:
    — Епле тупрăн, ачам? — тесе ыйта пуçланă. Санюкĕ пĕтĕмпех тĕрĕссине каласа панă. Анчах капан тăрринче юрланă юрра юриех йăнăш каланă, ăна çапла юрларăм, тесе суйна:
    
Вуник качака килет, 
Пĕр мăнраки пăхлă, 
Пĕр мăйраки шăклă.

    Ирпе старик Лисука вăрмана кайса çĕтерсе хăварнă. Лисук, Санюк пекех çĕтсе çӳресе, çаран çине пырса тухнă. Унта амăш вĕрентнипе капан çине улăхса ларса:
    
Вуник качака килет, 
Пĕр мăйракн пăхлă, 
Пĕр мăйраки шăклă, —

    тесе юрласа ларнă. Çакна илтсен, качакасем тăрăс çеç капана пырса сĕкрĕç, тет. Хĕр пĕрмаях юрлать, тет. Качакасем пĕрмаях пыра-пыра сĕкеççĕ, тет. Вара кайранхи пĕр качаки, капана сĕксе йăвантарса, Лисукне те сĕксе вĕлерсе пăрахрĕ, тет.
    Çапла ĕнтĕ вилме каякан пуйса килнĕ, пуйма каякан вилсе килнĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 01:18:46 вăхăтра улăштарнă. 13269 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005