Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Пĕлĕт çӳллĕш пăрçа хăмăлĕ:
 

    Пĕр карчăкпа старик пурăнаççĕ. Тырă вырас вăхăт çитрĕ — кахалскерсем тырă вырма каймарĕç, тырри ана çинчех юлчĕ.
    Пурăнаççĕ-пурăнаççĕ — çиме çăкăрĕ пĕтет кусен. Çичĕ кун выçах ларчĕç. Пĕр пăрçа тупрĕç те çавăнпа выляса лараççĕ. Пăрçа ӳкрĕ те çухалчĕ. Ну хайхискерсем макăраççĕ! Шырарĕç-шырарĕç — тупаймарĕç.
    Пăрçа сакайне ӳкнĕ. Шӳсе çитсен, пăрçа шăтса çĕрелле тымар янă, çӳлелле хăмăл янă. Пăрçа хăмăлĕ çитĕнет, урай хăмине перĕнесси инçе мар, кĕçех перĕнет. Пăрçа хăмăлĕ аталанчĕ, урай хăмине перĕнчĕ, çурăк туп-рĕ, пӳрте шăтса тухрĕ, карчăкпа старикĕн пуканĕ тавра çаврăнчĕ, малаллах пăхать, çӳлеллех кармашать, çав мачча хăмине перĕнсе пулĕ-и, тет.
    Пăрçа çитĕнет, хăмăлĕ маччана пĕрĕнчĕ, пит парка çитĕнет: чăптам кĕлеткеллĕ, симĕс çулçăллă, тăват-пилĕк туратлă. Карчăкпа старик хăмăл кутне кĕре-кĕре выртаççĕ. Пăрçа кусене çулçисемпе хӳтĕлесе витсе усрать. Пăрçа çитĕнет, хăмăл мачча хăминчен çӳле кайрĕ, хĕвел çутине тухрĕ.
    Пăрçан шухăш малаллах: çӳлте пĕлĕт курчĕ те: тавай, тет, çав пĕлĕте пĕрĕнес, тет. Шухăш тытрĕ — пулчĕ, хайхи хăмăл пĕлĕте перĕнчĕ.
    Старик пăрçа татма сакайне анче, пăхать — пăрçан хăмăлĕ сип-симес, кучĕ те саралма шухăшламан халĕ.
    Пĕр çичĕ кун тăхтарĕ те старик каллех кĕрсе пăхрĕ—пăрçа хăмăле саралнă, хутаççисем анчах кăштах тула пуçланă. Старик çемçе симес селĕм пăрçана пит юратрĕ. Татать, татса пăрçа хăмăлĕ тăрăх çӳлелле хăпарать, пăрçа çулçи çине пусать те тата çӳлерех хăпарать. Симĕс пăрçана çисе тăранма пĕлмерĕ старик, пăрçа хутаççи пĕтичченех çисе хăпарчĕ, пĕлĕт çине юласси те нумай мар, çаплах çисе хăпарать.
    Пĕлет патне çитрĕ те пăхать — тахçан-авал çанталăк пуçланнă чухнехи арăм çăкăр пĕçернĕ те çăкăрне сивĕнме пĕлĕт хушшине хĕстерсе хунă. Пĕлĕт юхса кайнаçемĕн çăкăра çӳлелле хăпартнă. Çав çăкăр каллĕ-маллĕ — пĕрре хĕвелтухăçнелле, тепре хĕвеланăçнелле тата çурçĕрпе кăнтăр хушши пĕлĕтпе юхса çӳрет, тет.
    Старик пĕлĕт çине пăхкаласа тăнă чух çав çăкăр, пĕлĕтпе юхса, старик патнелле пычĕ, тет. Старик çăкăра илесшĕн малалла кармашрĕ те çăкăра ячĕ илчĕ, тет. Пăрçа хăмăле тайăлса-тайăлса кайрĕ те, старик çĕре пӳрт умне тĕп! ӳкрĕ, тет.
    Карчăкки, старик анать-ши тесе, пӳртре ларать. Кантăк витĕр пăхрĕ те старик виллине курах кайрĕ, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 16:13:01 вăхăтра улăштарнă. 8300 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005