Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Мамале Турă çинчен:
 

    Мамале Турă умĕнче пурăнаканнисенчен çынна ку тĕнчере пурăннă чухне хĕн параканни пулнă; апла-капла кам та пулин е Турра, е унăн çумĕнче çӳрекенсене, е тата хăйне виç çул йĕркерен чӳк тумасăр хăварсан вăл вара çав килтен вăхăтсăр вилe кăларнă. Çавăнтан хăраса пирĕн чăваш çыннисем, çемйипе пурăнаканскерсем, кирек хăçан та унтан хăтăлма тăрăшнă.
    Чӳк тăвас пулсан виç çултан кая пĕртте хăварман, ялан виççĕмĕш çулĕнче туса ирттернĕ, халĕ те çаплах ирттереççĕ. Мамалене кирек хăçан та пăтăпа, юсманпа, шерпетпе чӳк тунă. Ăна чӳк тунă чухне Турă çулне улăхтараççĕ. Мамалене чӳк тунă чухне кирек хăçан та унтан çынна пурăнăç ыйтаççĕ. Çавăнпа ăна чӳк тунă чухне килти çынсемшĕн уйрăм-уйрăм чӳк тунă; малтан килти çынсенчен чи аслишĕн, тепĕр кунне ун хыççăнхишĕн, куллен çапла пуриншĕн те туса чи çамрăккипе пĕтернĕ. Кĕлтунă чухне малтан Турра кĕлтунă, унтан ыттисене те йĕркерен, чи кайран вара Мамалене хăйне кĕлтунă, ун ятне каласа сывлăх пар тесе асăннă.
    Кĕлтунă чухне пĕр кашăк пыла юсман тирки çине хурса пăлтăра илсе тухса Мамалене чӳк тусан кайран вара çав пылне шыв çине ирсе шерпет чӳкленĕ, чӳк пăттине çинĕ чухне çав шерпетпе сыпса çинĕ вара. Турă çулне укçа ак çапла улăхтарнă: пĕр пус е авалхи икĕ пăхăр укçана шывпа çуса пĕр шурă (таса) арçын кĕпинчен, çухи патĕнчен, таса çĕртен чĕрсе илсе, çавăн çине хурса пăлтăра илсе тухса: «Турă çулне укçа улăхтаратăп», — тесе асăннă. Кайран вара вăл укçана куланай укçисемпе пĕрле парса янă. Пĕриншĕн пĕр кунĕ çапла чӳк тусан, тепĕр кунĕ теприншĕн чӳк туса ирттерсе янă.
    Мамале чӳкне кирек хăçан та карта пăтти чӳкне туса ирттерсен тума тăрăшаççĕ.
1888-1889 çулсенче Тутарстанри Пăва районĕнчи Пӳркилте И.Н. Юркин çырса илнĕ. — ЧПГĂИ ĂА, I, 57, 643-645 с.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

reflejo тӳрлетнě, информацие 2006-01-12 23:15:08 вăхăтра улăштарнă. 14607 хут пăхнă.Тип: Паллă çынсем. Ку страницăна Администраторсем тěрěслемен. Тӳрлетӳсем çухалма пултараççě.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005