Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Мĕкĕте вăрă:
 

    Ĕлĕк пурăннă, тет, карчăкпа старик, вĕсен пулнă тет, виç ывăл. Аслă ывăлĕ Мирун, вăталăххи Макар, кĕçĕнни Мĕкĕте. Пурнăç енчен вĕсем ытла япăх пулнă: пĕр лапчăнса аннă хура пӳртсĕр вĕсен урăх нимĕн те пулман. Çимелли тавраш çителĕкли çинчен калаçмалли те çук. Мĕн тăвас? Кун пек чухăнни ку çемье çех мар-ха, ак пĕтĕм ăраттипех.
    Пурнăç çитмен майпа вĕсен куккашĕ вăрра вĕренсе кайнă. Халĕ вĕсен куккăшĕ чăн-чăн шулик теççĕ, ун пекки тавралли ялсенче ниçта та çук вара.
    Çемьере вара яланах: «Эх, мĕнле пурнăпăр-ха, малалла мĕн çийĕпĕр, паян юлашки улма пашалăвĕ çиетпĕр», — тесе сӳтсе явнă. Мирунпа Макар кулленех ĕçленĕ, Мĕкĕте ним ĕçлеме те пĕлмен. Мĕкĕтене яланах «кахал» тесе чĕннĕ, ятлаçнă.
    Пĕр кунхине кусем, пухăнса, вăрра вĕренесси çинчен канашларĕç, тет те, аслă ывăлне Мирун куккăш патне вăрра вĕренме яма сĕнчĕç, тет. Вăл вăрра вĕренсен, вăталăххине Макара, унтан Мĕкĕтене вăрă ĕçне вĕрентмелле, тет.
    — Ну, вăрра вĕренетĕп, пуятăп, — тесе, Мирун куккăш патне хыпăнсах кайрĕ, тет. Куккăш патне çитсен, хăйсен пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ, тет.
    — Халь эп сан пата вăрра вĕренме килтĕм, вĕрент мана, кукки. Хăвах пĕлен пирĕн пурнăç çинчен,— тет Мирун.
    — Вĕрентме пулатăп, ачам. Хам та ĕлĕк нуша нумай курнă. Ахаль ытла ун пекех мар. Каяп пĕр каç — пулать ман лаша, ашĕ-пăшĕ, тумтирĕ-мĕнĕ — пурте.
    — Ах, вĕренесехчĕ, тем пекех савнăттăм, — тет Мирун.
    — Юрĕ, кĕçĕр кайăпăр. Вăрра вĕренес-тĕк, эсĕ çынна ан хĕрхен, ан шелле. Е санпа вăл хирĕçет-тĕк, эс ăна çавăнтах пуçтарса хур. Сана вăл пăхăнтăр.
    Каçала енне сулăнчĕ. Мирунпа куккăш лаша кӳлсе ларчĕç те тухса кайрĕç вăрра. Эх пыраççĕ кусем çулпа карлаттарса! Кусен çулĕ çинче пĕр хресченĕн ыраш урапи тунсе кайнă, ирĕксĕрех лашана чармалла пулчĕ.
    — Эх, ыр юлташсем, тăратса парăр мана çак урапана. Сире эп тем чул спаççипă калăп, — тет урапа хуçи.
    — Кукки, тавай çав урапана тăратса паратпăр, хĕрхенес пулать вĕт ăна, пĕччен мĕн тума пултартăр-ха ĕнтĕ, хам та курнă кун пеккине, — терĕ Мирун.
    — Ну, тăратăпăр.
    Хресчене урапа тăратса пачĕç те, куккăшĕ лашана каялла çавăрчĕ те, карлаттарчĕç килелле.
    — Кукки, ма киле каятпăр? — тет Мирун.
    — Чарăн, санпа вăрра кайнччен кайманни! Кайсан та, санпа тытăнас пулать çех. Кай та киле, вырт, урăх ан кил! — терĕ çилленсе куккăшĕ.
    Мирун куккăш патĕнчен тухрĕ те хурланса килелле утрĕ.
    — Ну, эп вĕренеймерĕм, кай эс, Макар. Эс вĕренме пултаратни? — терĕ Мирун.
    Макар хыпăнсах уттарчĕ куккăшĕ патне.
    — Ну, кукки, вĕрент эс мана вăрра! — тет Макар.
    — Вĕрентес, анчах çынна ан хĕрхен, ан шелле, вара вăрра вĕренме пулать. Ак каçхине кайăпăр.
    Каçала енне сулăнса кайрĕ, кĕтӳсем яла кĕчĕç. Кусем лаша кӳлчĕç те тухса кайрĕç. Эх пыраççĕ кусем çулпа ывтăнтарса! Кусен çулĕ çинче пĕр çыннăн лаши чăхăмланă. Кусен ирĕксĕрех лашана чармалла пулчĕ.
    — Эх, тăвансемĕр, пулăшăр мана! Леçсе парăр-ха мана çак пĕренене, — терĕ лав хуçи.
    — Кукки, тавай кăна пулăшас! Тепĕр чух хамăра та пулăшакансем пулĕç, — тет Макар.
    — Пулăш, — терĕ те, лашана кар çавăрса, килелле карлаттарчĕ.
    — Кукки, ма капла каялла, вăрлама каймастпăр-им?!
    — Çук, санпа вăрра кайсан, ĕç тухмасть. Пурпĕрех тытăнма çех каяс пулать. Кай киле, — терĕ куккăш Макара.
    Макар вара хурланса килелле уттарчĕ.
    — Эх, ку вăрра мĕнле вĕренес? — теççĕ Макарпа Мирун та.
    — Эп, усалсем, вăрра вĕренейместĕр, вăл чи çăмăл япала вĕт, эп каяп та вĕренеп! — тет Мĕкĕте.
    — Э-хе-хе! Сантан пулать-и вĕренесси? Выртах эс кăмака тăрринче! — теççĕ пиччĕшĕсем.
    — Мана черет, каятăп, — терĕ те тухса утрĕ Мĕкĕте куккăшĕ патне.
    — Кукки, вĕрент мана вăрра, пĕрре эп чаплă вăрă пуçлăхĕ пулам, сана та ун чух пулăшăп, — тет Мĕкĕте.
    — Юрĕ, анчах çынна ан хĕрхен, ан шелле.
    — Ăна мана ан вĕрент, эп хамах аван пĕлетĕп,— тет Мĕкĕте.
    Ак халь Мĕкĕтепе куккăшĕ çуранах тухса утрĕç вăрра. Вĕсен çулĕ çинче пĕр вăрман хĕрринче икĕ вăкăрпа суха тунине кураççĕ.
    — Ну, кукки, çав çыннăнне пĕр вăкрине вăрлар-и? — тет Мĕкĕте.
    — Мĕнле вăрлас тен, ачам, хăй унта вĕт?
    — Ак мĕнле: эп вăрмана çитĕп те юман тăррине хăпаратăп, вара эп: «Вăкăр вăкăра çирĕ! Вăкăр вăкăра çирĕ!» — тесе кăшкăрăп. Суха тăвакансем ман пата чупса пырĕç. Эс çав вăхăтра пĕр вăкăрăн хӳрине кас та, тепĕр вăкăр тутине çав хӳрине чик, пĕр вăкăрне çавăтса, вăрман хĕррине тар, эпĕ унта пулатăп.
    — Вăт маттур! Эпĕр кун пек тусан, питĕ тĕлĕнмеллеччĕ, — тет куккăшĕ.
    Çитрĕç вăрмана, Мĕкĕте хăпарчĕ юман тăррине, тапратрĕ кăшкăрма:
    — Вăкăр вăкăра çирĕ! Вăкăр вăкăра çирĕ!
    Çынсем, куна илтсен, пуçăнчĕç чупма, вăкăр вăкăра çинине курма. Çынсем чупса çитнĕ çĕре пĕр çыннăнне Мĕкĕте куккăшĕ малтан каланă пек турĕ те пĕр вăкрине çавăтса утрĕ.
    Çынсем кайран таврăнчĕç те питĕ тĕлĕнсе кайрĕç: хăйсен пĕр вăкри çук, ун хӳри тепĕр вăкăр çăварĕнче тăра парать.
    Мĕкĕте вара куккăшĕнчен те вун-вуникĕ хут чаплă вăрă пулса тăчĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-18 20:03:09 вăхăтра улăштарнă. 13014 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005