Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Мăйăр юмахě:
Чăхăпала автан вăрмана мăйăр çиме кайрĕç, тет. Автанĕ шĕшкĕ çинчен пĕр мăйăр ывăтрĕ, тет те, чăх куçне шăтарсах пăрахрĕ, тет. Пырать чăхă çулпа макăрса. Хирĕç çынсем килеççĕ, тет.
— Чăхă, чăхă! Ма макăратăн?— тесе ыйтаççĕ. — Епле макăрас мар манăн? Автан тусăм ман куçăма персе шăтарчĕ,— тет чăхă. — Автан, автан! Чăхă куçне мĕншĕн шăтартăн эсĕ?— тесе ыйтаççĕ çынсем. — Мана шĕшкĕ туратти авăнса çапрĕ, — тет автанĕ. — Шĕшкĕ, шĕшкĕ! Мĕншĕн эсĕ тураттупа автана çапрăн?—теççĕ çынсем. — Мана качакасем кăшларĕç,—тет шĕшкĕ. — Качакасем, качакасем! Шĕшке мĕншĕн кăшларăр эсир?—тесе ыйтаççĕ çынсем. — Пире кĕтӳçсем сыхламаççĕ, — теççĕ качакасем. — Кĕтӳçсем, кĕтӳçсем! Качакасене мĕншĕн сыхламастăр эсир? — тесе ыйтаççĕ çынсем. — Пире хуçа майри çӳхе икерчĕ пĕçерсе çитермерĕ,—теççĕ кĕтӳçсем. — Хуçа майри, хуçа майри! Кĕтӳçсене эсĕ мĕншĕн икерчĕ пĕçерсе çитермерĕн?—тесе ыйтаççĕ çынсем. — Ман чустана сысна тăкса янă,— тет хуçа майри. — Сысна, сысна! Хуçа майрин чустине ма тăкса ятăн эсĕ?—тесе ыйтаççĕ çынсем. — Ман çăвăрăмсене кашкăр тытса кайрĕ,—тет сысна. — Кашкăр, кашкăр! Сысна çурисене ма тытса кайрăн?—тесе ыйтаççĕ çынсем. — Манăн çиес килчĕ! — терĕ, тет, кашкăр. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-01 12:25:04 вăхăтра улăштарнă. 9563 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|