Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Кин шыракан:
Пурăннă, тет, пĕр ялта Иванпа амăшĕ. Пурăнсан-пурăнсан, Иван амăшĕ ывăлне авлантарма шутлать. Вара ял çине кин шырама михĕ йăтса тухса каять. Урамăн варринелле çитсен, çынсене калать:
— Камăн çӳп-çап пур, пурте мана парăр! — тет. Пурте кун патнелле çӳп-çап йăтса чупаççĕ, тет. Пĕр çамрăк чиперкке хĕр ун çывăхĕнчен иртсе пынă пулнă. Иван амăшĕ калать, тет: — Хĕрĕм, сирĕн çӳп-çап çуккă-им? Хĕрĕ калать, тет: — Çукка çав, эпир çийĕнчех тăкса пынă, — тесе калать, тет. — Ну, ку ман кин пуласси! — тесе каларĕ, тет, Иван амăшĕ. Вара кун патне хăтана ячĕç, тет, хĕре качча илчĕç, тет. Халĕ те аван пурăнаççĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:33:50 вăхăтра улăштарнă. 9070 хут пăхнă. | |
|