Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Кехермен-Кетил:
Карчăкпа старикĕн икĕ ывăлĕ пулнă: асли, Кехитран,— вуниккĕре; кĕçĕнни, Кехермен-Кетил,— çулталăк çурăра.
Пĕрре Кехитран Кехермен-Кетиле урама выляма çавăтса тухнă, тет. Кĕтмен çĕртен таçтан çавраçил килсе тухнă та, Кехермен-Кетиле вĕçтерсе кайса, пери патшине кайса панă, тет. Кехермен-Кетил çав тери вăйлă, хавăрт ӳснĕ, тет. Унăн çамки пĕр аршăн, ал туни хулăнăшĕ аршăн та чĕрĕк, пĕвĕ çӳллĕшĕ тăхăр аршăнтан та иртнĕ, тет. Çавăнпа пери ачисем ăна, вăйенчен хăраса, хăйсемпе пĕрле вăййа хутшăнтарман, тет. — Эсĕ, этем ачи, ан çӳре пирĕнпе,— тенĕ, тет, ăна лешсем. Кехермен-Кетил çилленнипе пери ачисене тытатыта хĕне пуçланă, тет. Перисем çакăн пирки пери патшине: — Сан усрав ывăлу, вăйĕпе мухтанса, пирĕн ачасене куç уçтармасть, ăçта курнă унта хĕнет,— тесе элек панă, тет. Пери патши вара Кехермен-Кетиле, вĕлерттерес шутпа, çирĕм пилĕк çулхи çирĕм перипелен шарла выляма хушрĕ, тет. Кехермен-Кетил шарла выляма кăмăлласах килĕшрĕ, тет. Вăл вăрмана кайрĕ, тет те, ĕмĕр ӳссе ларнă икĕ элес-мелес пысăк юмана тĕпрен тăпăлтарса кăларса, пĕринчен чукмар, теприн тĕпĕнчен чутласа шар турĕ, тет. Вара перисемпе шарла выляма тухрĕ, тет. Вылясан-вылясан, Кехермен-Кетил йăлăхрĕ, тет те: — Тавай тупăшса пăхар,— терĕ, тет, перисене:— эпĕ шара кустарса ярам, эсир çирĕмĕн ăна чарма пултарайăр-и?— терĕ, тет. Лешсем килĕшрĕç, тет. Кехермен-Кетил шарне меллĕрех вырнаçтарса хучĕ, тет те, чукмарĕпе пĕтĕм вăйĕпе çавăрса çапрĕ, тет. Шар, тупă етри пек шилесе, шăхăрса ыткăнчĕ, тет. Чарма тăнă перисенне хăшĕн аллине, хăшĕн урине, хăшĕнне пуçне тата-тата иртсе кайрĕ, тет. — Эх, пулатăр та иккен, çакна та тытса чараймарăр!—тесе кулать, тет, Кехермен-Кетил перисенчен. Çакна курса, пери патши пычě, тет те: — Ма çапăçатăн?— тесе ятлаçма пикенчĕ, тет. — Çапăçман вĕт эпир, килĕшсех вылятпăр. Çапăçас пулсан, эпĕ сан çěрне упне-питне çавăрса лартатăп,— тере, тет, Кехермен-Кетил пери патшине. Пери патши вара: «Ку пире пĕтерсе пăрахĕ»,— тесе хăраса ӳкрĕ, тет те, Кехермен-Кетиле хăйсен патĕнчен хăваласа ярасшăн пулчĕ, тет. — Ав çав çутă курăнакан çĕрте паттăрсен кĕрешĕвĕ пулать. Эсĕ çавăнта кай,—терĕ, тет, вăл Кехермен-Кетиле. Кехермен-Кетил вара чукмарне йăтать те çутă еннелле тухса утать. Çутă çӳлти шăтăкран курăннă-мен. Шăтăкĕ пĕчĕккĕ пулнă. Кехермен-Кетил йăраланса хăпарса тухма тăнă, анчах, пысăкскер, хĕсĕнкелесе те тухайман. Вара вăл шăтăка аллипе тăрмаласа пысăклатнă та çутă тĕнчене тухса тăнă. Пери çĕршывĕнче сывлăш пăчă та сывлама йывăр пулнă. Шăтăкран тухсассăнах, Кехермен-Кетиле уççăн туйăнса кайнă. Вăл йĕри-тавра çаврăнса пăхнă та шыв хĕррипе сукмак явăнса выртнине курнă. Урăх нихăш еннелле те çул пулман. Сукмакăн тепĕр енче улăх сарăлса выртнă. Кехермен-Кетил çав сукмакпа утнă. Кайсан-кайсан, унăн хырăмĕ выçнă та, вăл: «Çимелли мĕн те пулин тупăнмĕ-ши?— тесе, шыв хĕрринчи хăмăшсем хушшине кĕрсе ларна. Часах ун умне шыв вăкри пырса тухнă. Вăл ăна чукмарĕпе персе вĕлернĕ те, тирне туртса çурса, какайне чĕрĕллех çисе янă. Хырăмне тăрантарсан, сукмакпа малалла утнă. Кайсан-кайсан, вăл мал енче хăй çути курнă та, сукмакран пăрăнса, çав çутта тĕллесе утнă. Нумай та кайман вăл — пěр пӳрт патне çитнĕ те чӳрече витĕр пăхнă. Пӳртре кăмака çинче пер старик выртнă. — Уç-ха, асатте!—тесе кăшкăрна Кехермен-Кетил. — Кам унта çĕр варринче ăшталанса çӳрекен?—тесе ыйтнă старик. — Эп, Кехермен-Кетил,—тенĕ ку. — Э, эсĕ-им вăл, ывăлăм!— тесе, кăмăллăнах уçса кĕртнĕ старик. — Юрать ман патăма килсе тухрăн-ха-лĕ, атту пĕтеттĕн вĕт эсĕ,— тенĕ вăл, Кехермен-Кетиле тĕпелелле ирттерсе,— Кунтан инçех мар шыв хĕрринчи шăтăкра çĕр патши пурăнать. Вăл вуникĕ алăллă, кашни аллинчех хĕрĕхшер пӳрне. Аллине шăтăкран кăларса, вăл хĕрĕх пӳрнине хĕрĕх еннелле тăсса выртать. Пӳрнисене мĕнле çын пырса лекет, çав çынсене вăл лекнине-пĕрне хăй патне туртса илсе çăтса пырать. Çапла майпа вăл вуникĕ аллипе вуникĕ çĕршыв тытса тăрать,— тенĕ те старик каллех кăмака çине хăпарса выртнă. Старик çывăрса кайсассăнах, Кехермен-Кетил хай шыв хĕрринчи шăтăк патне тухса утнă. Çĕр патши ăна шăтăк тĕлне çитичченех тытнă та хăй патне сĕтĕре пуçланă. Кехермен-Кетил нум тума аптăранă. Анчах шăтăк тĕлне сĕтĕрĕнсе çитсессĕнех, вăл урисемпе шăтăкăн тăватă хĕррине тĕреленнĕ те пĕтĕм вăйпа каялла туртăнма тытăннă. Туртăнсан-туртăнсан, çĕр патшин çăмлă алли татăлса кайса тăпăлса тухнă. Тинех вара Кехермен-Кетил ывăннăскер, çĕр патши аллине йĕрĕнсе аякалла ывăтса янă та старик патне таврăнса çывăрма выртнă. Ирхине вăл, çĕрле хăйĕнпе нимĕн те пулман пек: — Эпĕ çав çĕр патшине кайса курса килем-ха,—тенĕ старике. — Ан кай ун патне, ывăлăм,— тесе чарать ăна старик.— Курсан пĕтерет вăл сана.— тет. — Пĕтереймест, асатте!— тет Кехермен-Кетил.— Унăн пĕр аллине эпĕ çĕрле тăпăлтарса пăрахрăм. Халĕ хăйне пĕтерме каятăп,—тет. — Ну, юрĕ, ачам, каясах тетĕн пулсан кайăн. Эп сана пĕр ăс анчах вĕрентсе ярам,— тет старик Кехермен-Кетиле.—Вăл курсассăнах сана: «Кĕр çăвара, çăтса яратăп!»— тейĕ. Эсě ăна: «Çийиччен малтан мунча хутса çăвăнтар. Эпĕ хура халĕ, çуралнăранпа та çăвăнман. Вара çисессĕн те юрĕ»,— тесе кала. Вăл вара мунча хуттарĕ те сана: «Мунча кĕме кай»,— тейĕ. Эсĕ: «Пирĕн патшалăхра хуçа малтан кĕрет»,— те. Вăл мунча кĕме кайсан, эсĕ вара çапла ту: ун шкапĕнче икĕ эмел кĕленчи пур: пĕри вăй кĕртекенни, тепри вăй чакараканни. Эсĕ çавсене ылмаштарса ларт. Ытти мĕн тумаллине хăвах курăн,— тет. Кехермен-Кетил старике тав тăвать те кайма шут тунă çĕре тухса каять. Çĕр патши патне çитсессĕнех, лешĕ ăна: — Э, хăвах килтĕн-и!— тет мăшкăлласа. — Мана пĕр алла тăпăлтарнипе: «Пĕтрĕ ĕнтĕ ку»,— терĕн пуль. Анчах манăн пĕтме мар, тата вунпĕр алă пур. Халĕ эсĕ каçару ыйтма килтĕн пулĕ те, каçармастăп. Кĕр çăвара, хыпса çăтатăп,— тет. — Çук, санран каçару ыйтма килмен эпĕ, курма килсеттĕм,— тет Кехермен-Кетил çĕр патшине.— Çиетĕн пулсан — çийĕн, анчах малтан мунча кĕртсе çăвăнтар, атту хура эпĕ халь, çуралнăранпа та çăвăнман,— тет. — Юрĕ, çăвăнса тасал, эппин, тутлăрах пулăн,— тесе, çĕр патши стрепкине мунча хутма ярать. Мунча пулса çитсен:—Кайса кĕрех, эппин! — тесе хăвалать вăл Кехермен-Кетиле мунчапа. — Пирĕн патшалăхра хуçа малтан кĕрекенччĕ,— тет Кехермен-Кетил. Çĕр патши мунчана кайсан, Кехермен-Кетил çĕр патшин шкапĕнчи эмел кĕленчисене ылмаштарса лартать. Çĕр патши таврăнсан, мунчана Кехермен-Кетил кайса кĕрсе килет. — Ну, çăвăнса тасалтăн, кер çăвара — çиетĕп, — тет çĕр патши. — Çиме кирек хăçан та ĕлкĕрĕн, малтан кĕрешсе пăхар-ха, унтан куç курĕ мĕн тăвассине,— тет Кехермен-Кетил. — Апла пулсан кĕрешиччен малтан кăштах сыпас пулать,— тесе, çĕр патши шкапран пĕр кĕленчине Кехермен-Кетиле илсе парать, тепĕрне хăй ĕçсе ярать. Анчах вăйĕ чакнине туйса илет те: — Чим-ха, чим, мана валли кăштах хăвар!—тесе, Кехермен-Кетиле ĕçме чарать. Анчах Кехермен-Кетил эмелне шăпах ĕçсе ярать те: — Хама та çитмерĕ!— тесе, кĕленчине çĕре çĕклесе çапать. Унтан вăл çĕр патшине тула сĕтĕрсе тухса, чукмарĕпе çапса пăрахать те хырăмне туртса çурать. Çĕр патши хырăмĕнчен вĕçĕ-хĕрри çук хура халăх çĕкленсе тухать. Тухни-пĕри Кехермен-Кетиле тав туса алă параççĕ, тет. Çав çĕр патши хырăмĕнчен тухакан халăх хушшинче Кехермен-Кетилĕн ашшĕпе пиччĕшĕ Кехитран та тухрĕç, тет. Вĕсем Кехермен-Кетиле çавраçил вĕçтерсе кайсан, ăна шырама тухнă пулнă, тет те, вĕсене те çĕр патши хыпса çăтнă, тет-мĕн. Çапла майпа ĕнтĕ Кехермен-Кетил çĕр патши тытса тăнă вуникĕ çĕршыври халăхсене пурне те ирĕке кăларчĕ, тет. Çавăнпа Кехермен-Кетилĕн мухтавлă ятне халăх ĕмĕр-ĕмĕр асăнать. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-20 13:02:07 вăхăтра улăштарнă. 10388 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен. | |
|