Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Качака такипе сурăх таки:
 

    Карчăкпа старик пурăнаççě, тет. Вĕсен пĕр качака таки пур, тет.
    Карчăкĕ пĕрре картишне тухать, тет те. качака таки сиксе-сиксе пырать, тет, ку карчăка сĕкет, йăвантарать ярать, тет.
    Карчăкĕ пӳрте кĕрет, тет те, стариккине калать, тет:
    — Старик,— тесе калать, тет,— пирĕн качака таки усалланнă: эпĕ тухрăм та — мана пычĕ йăвантарчĕ,— тесе калать, тет.
    — Чăнах усалланнă-и вара?— тесе калать, тет те, старикки картишне тухать, тет. Качака таки сиксе-сиксе пырать, тет те, ку стариккине те тĕртет йăвантарать ярать, тет, каялла.
    — Чăнах та усалланнă иккен,— тесе калать, тет, старикки. Пӳрте кĕрет, тет те, — Пусас ăна,— тесе калать, тет.
    Акă хайхи карчăкпа старик çĕçĕ илеççĕ, тет те, тухаççĕ. тет, качака такине пусма. Вырттараççĕ, тет, качака такине; çĕççи мăка пулать, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, — çĕççи сĕрмест; пусаççĕ, тет, пусаççĕ, тет, — пусаймаççĕ, тет. Качака такине яраççĕ, тет те, кӳрши патне çĕçĕ илме каяççĕ. тет.
    Çĕçĕ илсе килсен, хай качака таки тыттармасть, тет. Хăваласа çӳреççĕ, тет, ку качака такине картишĕнче. Карчăкне хапха патне тăратать, тет те, кăштах кăна уçма хушать, тет: качака такине хапхаран тухса кайнă чух хапхапа хĕстерсе тытасшăн, тет.
    Качака таки сиксе пырать, тет те, хапха патне çитсен, калт çаврăнса каять, тет, каялла.
    — Ытларах уç! — тесе калать, тет, старикки.
    Ку ытларах уçать, тет. Качака таки, хапха патне çитсен, каллех калт çаврăнса каять, тет, каялла.
    — Тата ытларах уç! — тесе калать, тет, старикки.
    Карчăкĕ тата ытларах уçать, тет. Качака таки каллех каялла сиксе каять, тет.
    — Пĕтĕмпех уç эппин! — тесе калать, тет, старикки.
    Карчăкки пĕтĕмпех уçать, тет те, качака таки сиксе пырать, тет те, тухать каять, тет, урама. Тытаймаççĕ, тет, ĕнтĕ куна.
    Качака таки ялтан тухать, тет те, сурăх такине тĕл пулать, тет. Каяççĕ, тет, кусем иккĕшĕ пĕрле. Пыраççĕ-пыраççĕ, тет те, пĕр хутаç тупаççĕ, тет. Унтан каяççĕ-каяççĕ, тет те, кив кусар тупаççĕ, тет. Тата каяççĕ-каяççĕ, тет те, пĕр кашкăр пуçĕ тупаççĕ, тет. Кусене пурне те илеççĕ, тет.
    Пырса кĕреççĕ, тет, хайхисем вăрмана. Пĕр уçланка чарăнаççĕ, тет те, выртаççĕ, тет. Акă кусем патне хĕрĕх кашкăр пыраççĕ, тет. Кусем хăраççĕ, тет. Мĕн тăвас? Сурăх таки калать, тет:
    — Мĕн пĕçерес? — тесе калать, тет.
    Качака таки калать, тет:
    — Кашкăр пуçĕ пĕçерер, — тесе калать, тет.
    Сурăх таки хутаççа салтать, тет те, хутаçри кашкăр пуçне илет, тет те, хурать, тет, кăларать, тет те, чикет, тет, шак-шак тутарать, тет, кусарĕпе.
    — Свеширеххи çук-и-мĕн унта урăххи? — тесе выртать, тет, качака таки. — Свешийи çук пулсан, ав унта кашкăрсем нумай, пĕрне кайса тытса килес те пусас,— тесе калать, тет.
    Сурăх таки кăшт тапранать, тет те, çавсен еннелле утать, тет. Лешсем каялла çаврăнаççĕ, тет те, тĕпĕр-тĕпĕр каяççĕ, тет.
    — Мĕнтен хăрарăр эсир ку тери?— тесе калать, тет, кусене упа.
    Лешсем калаççĕ, тет:
    — Мĕнтен хăрасси... Ав унта уçланкăра икĕ темĕскер выртаççĕ, — тесе калаççĕ, тет, — темиçе кашкăр пуçĕ пуçтарнă; туртаççĕ те кăлараççĕ хутаçран, туртаççĕ те кăлараççĕ, — тесе калаççĕ, тет — «Санăн свеширеххи çук-и-мěн, тесе выртать пĕри», — тесе калаççĕ, тет.— «Çук çав, тесе калать тепěри», — тесе калаççĕ, тет. — «Çук пулсан, ав унта кашкăр нумай, пĕрне тытса килес те пусас, тесе выртать леш мăйракалли, сухалли», — тесе калаççĕ, тет.
    — Качака такипе сурăх таки вĕт вăл апла. Атьăр-ха эртелпе хăйсене кайса çисе килер, — тесе калать, тет, упи.
    Хайхисем каяççĕ, тет. Кусене курсан, качака таки улăхать каять, тет, йывăç тăррине. Ун хыçĕнчен сурăх таки сикет-сикет, тет, улăхаймасть, тет. Тепре сикет, тет те, мăйраки туратран çакланать, тет. Çакăнса тăрать, тет.
    Лешсем çитеççĕ, тет. Упи тӳрех йывăç тĕпне чакалама тытăнать, тет. Çапла майпа йывăçа тĕксе ӳкересшĕн. тет. Кашкăрсем çывăха пыма хăраççĕ, тет.
    Сурăх таки качака такине хуллентерех:
    — Качака-така, ӳкетĕп! Качака-така, ӳкетĕп!— тесе калать, тет.
    Леш калать, тет:
    — Ан шавла! — тесе калать, тет.
    Унччен те пулмарĕ, тет, хай сурăх таки кĕрĕс! туса ӳкрĕ, тет, упа çине. Упа та, кашкăрсем те тараççĕ, тет.
    — Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! — тесе кăшкăрать, тет, качака таки.
    Сурăх таки лешсем хыçĕнчен тĕпĕр-тĕпĕр чупса пырать, тет.
    Упи питĕ хытă пынипе темĕн çине тăрăнса вилет, тет, кашкăрсем таçта кайса кĕреççĕ, тет.
    Ку качака такипе сурăх таки çапла кусенчен хăтăлаççĕ, тет те, халь те пулин пурăнаççĕ, тет.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-08-01 12:04:03 вăхăтра улăштарнă. 9282 хут пăхнă.Тип: Чăваш Ен.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005