Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Кахал пуппа майри:
Ĕлĕк-авал пĕр ялта пуппа майри пурăннă, тет. Вĕсен ывăлпа хĕр таврашĕ пĕрре те пулман, тет. Вĕсем иккĕшĕ те питĕ кахал пулнă, тет. Пĕрне-пĕри нихçан та итлемен, тет.
Пĕррехинче, праçник кун, пуп майри чи тутлă апатсем пĕçерсе хурать, тет. Пупĕ килет те, çиме лараççĕ, тет. Анчах пĕр апатне те тăвар каламан, тет. Пупĕ калать: — Тăвар илсе кĕр-ха, — тет. Майри калать: — Тух-ха ху, илсе кĕр-ха, — тет. Хайхи пĕри те тăвар илсе кĕресшĕн мар, тет. Пупĕ калать: — Ну, юрĕ, — тет, — кам малтан пĕр сăмах чĕнет, çав тухса илĕ, — тет. Лараççĕ-лараççĕ — пĕри те пĕр сăмах чĕнмеççĕ. Çав вăхăтра вĕсен пӳртне пĕр салтак пырса кĕрет, тет. Салтак: — Аван-и? — тет. Кусем çаплах чĕнмеççĕ, тет. Салтак татах чĕнет — пупсем каллех чĕнмеççĕ, тет. Салтакăн питĕ хырăмĕ выçнă пулнă, чĕнменнине кура ларать те çиме тытăнать, тет. Çук, çаплах чĕнмесĕр лараççĕ, тет, кусем. Салтак тăраничченех çиет те тухса каять, алăкне те хупмасăрах хăварать, тет. Сасартăк алăкран автан вĕçсе кĕрет, тет, пӳрте. Автанĕ питĕ усал пулнă иккен кусен. Автанĕ майра пуçĕ çине хăпарть ларать. Ларсан-ларсан, майрине çамкинчен сăхма тытăнать, тет. Майра астумасăр кăшкăрса ярать, тет. Пупĕ калать: — Э, хăвăнах тухса илмелле пулчĕ-и? — тет. Вара пуп майри тăвар тухса илчĕ, тет. Тăвар илсе кĕрсен, сĕтел çине пăхать те — апачĕсем юлман та. Çапла вара пуппа майри тăвар илме тухма ӳркеннĕ пирки çимесĕрех юлаççĕ, тет. Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:22:23 вăхăтра улăштарнă. 9189 хут пăхнă. | |
|