Система
Регистраци
Кěмелли


 Юмахсем
 Халапсем
 Юрăсем
 Сăвăсем
 Пурнăç йěрки
 Ваттисен сăмахěсем
 Ялсем
 Шупашкар
 Ссылкăсем

 Добавить
 Пěтěм список
 Хушмаллисем
 Шырамалли
 Сайт çинчен
 Инструкци

Get Firefox!
Чăваш халăх сайчĕ

Чăваш халăх канашлăвĕ
Рейтинг@Mail.ru
 Кĕрпе пĕрчи:
 

    Пурăннă, тет, пĕр ялта карчăкпа старик. Вĕсем питĕ чухăн пурăннă.
    Пĕррехинче карчăк шăпăр илнĕ те урай шăлма пуçланă. Шăлать-шăлать, сасартăк пĕр кĕрпе пĕрчи тупать те:
    — Ай-яй! Старик, пăх-ха, эпĕ мĕн тупрăм! — тесе кăшкăрса ярать.
    Старик савăнсах каять.
    — Карчăк, карчăк! — тет старикки. — Тавай кĕрпе пăтти пĕçерсе çиет-пĕр.
    Карчăкки урайне шăлма пăрахсах пăтă пĕçерме вучах патне пырать. Пĕр хуран шыв ярать, унтан хурана кĕрпе пĕрчи ярать. Хуран çинчи шыв вĕреме кĕрсен, вĕсем хурана, çулăм синчен илсе, сĕтел çине лартаççĕ. Карчăкки эхх кĕрпе пĕрчине кашăкпа хуранта шырать, эхх шырать, тет. Старикки пысăк çĕçĕ илнĕ, тет те, кĕрпе пĕрчине касма хатĕрленне, тет. Юлашкинчен карчăк кĕрпе пĕрчине тупать, тет те, сивĕтме чашак хĕррине хурать, тет.
    Карчăккипе старикки кĕрпе пĕрчи çине пăхса тăна вăхăтра шăна веçсе пынă та кĕрпе пĕрчине йăтса кайнă.
    Карчăкки кашăкпа, старикки йывăç çăпалапа шăнана хăвалаççĕ, тет. Охх хăвалаççĕ! Шăна пӳрт пĕрени çине пырса ларчĕ. Старик пĕррех çапре çăпалапа пĕренене — çăпали çавăнтах катăлса кайрĕ, шăни вĕçсе тарчĕ, тет. Эхх старик тарăхса кайрĕ! Пӳлĕме чупса кайса, тукмак илсе килче, тет. Çав вăхатра шăни кăмака кетессине пырса ларчĕ, тет. Старикки кăмакана тукмакпа ша-ап! тутарчĕ, тет, кăмаки тӳрех катăлса кайрĕ, тет. Шăни каллех вĕçсе тарнă.
    Кĕçех шăна карчăк çамки çине пырса ларнă.
    — Карчăк, карчăк! Ан хускал-ха. Шăна çамку çине ларчĕ вĕт. Эпĕ ăна халех вĕлереп! — тесе, карчăка пĕррех çапрĕ, тет, старикки — карчăкки палтăрт кайса ӳкрĕ, тет. Хай шăлне йĕрсе выртать, тет.
    — Карчăк, мĕн ахăрса выртатăн, тăр-ха, тăр, шăна вĕçсе кайрĕ вĕт! — тесе калать, тет, старик. Старикки çаплах шăнана хăвалать.
    Юлашкинчен шăна кантăк çине пырса ларчĕ, тет те, старикки пĕррех кантăка тукмакпа çапрĕ, тет, кантăкĕ çĕмĕрĕлсе кайрĕ, тет те, шăни çĕмрĕк чӳречерен вĕçсе тухса тарчĕ, тет. Старикки эхх хуйхăрать, тет, эхх хуйхăрать! «Шăнана вĕлереймерĕм вĕт, вĕлереймерĕм. Вĕлернĕ пулсан, кĕрпе пĕрчи çисе кураттăмччĕ», — тесе калать, тет.
    Карчăкки патне пырса пăхать те — карчăкки вилнĕ!
    Çапла старик кĕрпе пĕрчишĕн карчăккине вĕлернĕ.


Тěп страницă
Статья ссылки :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2006-07-30 15:13:21 вăхăтра улăштарнă. 8879 хут пăхнă.
Powered by Gold Wiki, Hosting by Chuvash.Org/Roleplay.Ru, Idea by P-Code, 2005