Система Регистраци Кěмелли Юмахсем Халапсем Юрăсем Сăвăсем Пурнăç йěрки Ваттисен сăмахěсем Ялсем Шупашкар Ссылкăсем Добавить Пěтěм список Хушмаллисем Шырамалли Сайт çинчен Инструкци |
Кăвакарчăн (юрă):
Сăвви: Борис Борлен Кěвви: Алексей Наумов Мăшăрне пěр кăвакарчăн Чарăнмасăр чуп тăвать. Виççěмěшě пырса ларчě, Вăл та темěскер калать. Хушса юрламалли: Манăн та пулса курасчě Кăвакарчăн пек паян. Сан патна пырса ларасчě Каçхи улаха тухсан. Кăлтăр-кăлтăр кăвакарчăн Уткалать те чупкалать. Çěкленет кăвак çуначě Виççěмěшне хăвалать. Хушса юрламалли: Пур-ши, çук-ши манăн шанчăк, Чун-чěре ăна пěлмест. Пурпěрех ман нихăçан та Виççěмěш пулас килмест. Кăлтăр-кăлтăр кăвакарчăн Кăмăлсăр сас кăларать. Иккěшě вěçсе хăпарчěç, Виççěмěш пěччен юлать. Хушса юрламалли: Тěлěкре вěçсе çӳретěп, Тусăм пур пек юнашар. Вăранса кайсан сисетěп, Тěлěк çеç ку, чăнлăх мар. "Сувар" №7 (477) 14.02.2003 хаçачěнчен илнě Тěп страницă Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2005-09-04 23:34:25 вăхăтра улăштарнă. 10226 хут пăхнă.Тип: Статьясем. | |
|