Система ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() ![]() |
Илтнипе кăна ан мухтан:
— Эп тем те илтнĕ! — мухтаннă пĕр куштан. — Тем те пĕлетĕп!
— Апла эсĕ пикайăк текен чĕрчун çинчен те илтнĕ пулĕ? — ыйтать унран Патян. — Илтнĕ, пĕлетĕп, — çирĕплетет лешĕ. — Пĕлейместĕн пуль, ĕненместĕп. — Пĕлетĕп! — хăйĕннех перет лешĕ. — Атя тупашатпăр апла, — тет Патян. — Пĕр сурăхла. Выляса илсен сан кĕтӳнте тепĕр мăнтăр сурăх пулать. — Килĕшетĕп! — савăнсах каять куштан. Килĕшсе ала тытаççĕ кусем. — Ну, халь кала, мĕнлерех-ши вăл пикайăк? — тет Патян. — Качака пек-ши е кăркка пек-ши? — К-к-качака пек, — хуравлать куштан, анчах Патян кулнине курса, хайне хай тӳрлетет: — Çук, каркка пек. — Эх, пакăлти, — тет ăна Патян, — илтнипе кăна ан мухтан, япалана курма тăрăш. Курсан вара тин пĕлĕп теме юрать. Çук ун пек чĕрчун, ăна эп хам шутласа кăлартăм. Вăл куштан сурăхне çавăтать те ута парать килнелле. ![]() ![]() Admin тӳрлетнě, информацие 2007-08-19 12:34:55 вăхăтра улăштарнă. 9331 хут пăхнă. | |
|